23 июня 2017 г.
"Дружба" ял хуçалăх производство кооперативĕнче пĕрчĕллĕ тата пăрçа йышши культурăсене пурĕ 809 гектар çинче тахçанах акса пĕтернĕ ĕнтĕ. Калчасем тип-тикĕс шăтса тухнă, аван çитĕнеççĕ.
- Эпир кĕркунне 250 гектар çине тулăпа ыраш акса хăварнăччĕ. Унсăр пуçне çуркунне тулă 280, урпа 409 тата сĕлĕ 100 гектар акрăмăр. Пăрçа 20 гектар çинче çитĕнет. Сăмах май, вĕсене кашнинех апатлантарнă, чир-чĕртен имçамланă, çумкурăк ỹссе ан чăрмантартăр тесе гербицид сапрăмăр, - паллаштарчĕ хуçалăхри ĕç-хĕлпе Андрей Яковлев агроном.
ЯХПК ĕçченĕсем сахăр кăшманне 250 гектар акнă. 60 гектар çинчи çĕрулми те ем-ешĕл калчапа чуна савăнтарать. Кунти ĕçченсем хуçалăхри мăйракаллă шултра выльăх пирки те асран кăлармаççĕ. Вĕсене хĕлле сĕтеклĕ тымарçимĕçпе апатлантарма 10 гектар çинче выльăх кăшманĕ акса хăварнă.
Çураки тахçанах вĕçленнĕ пулин те, "Дружба" кооперативри ĕçченсем алă усса лармаççĕ. Паянхи кун вĕсем 300 гектар лаптăкри нумай çул ỹсекен курăк ани çинче тар тăкаççĕ. Николай Казаков, Ремис Тазетдинов тата Александр Долгов механизаторсем 130 гектар курăка çулнă та ĕнтĕ.
- Хутăш курăк кăçал аван ỹссе çитĕннĕ. Типме çанталăкĕ кăшт чăрмантаркалать, паллах. Апла пулин те кулянма иртерех тесе шутлатăп. Çулнă курăкне типĕтĕпĕр, кĕртĕпĕр, вăл хĕлле выльăхсем валли паха утă пулĕ, - терĕ хуçалăх агрономĕ Андрей Николаевич.
А.ИСАЕВА.
Источник: "Каçал Ен"