АУ "Редакция Комсомольской райгазеты «Каçал ен» ("Кошелеевский край") Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » "Земляне" эко-ушкăн хастар

20 июня 2017 г.

 Кăçал Раççейре - Экологи çулталăкĕ. Ăна çутçанталăка сыхламаллине тата ăна упрамаллине аса илтерес тĕллевпе йышăннă.

Çĕнĕ Мăрат вăтам шкулĕнчи "Земляне" эко-ушкăнăн ертỹçи - Валентина Басникова. Çак ушкăн хăй ĕçне пуçăнни чылай çул ĕнтĕ. Унта çỹрекен çамрăксем шкулта, унăн тулашĕнче те наукăпа тĕпчев ĕçĕсем, тĕр-лĕрен акцисемпе вăйăсем, квестсем йĕркелеççĕ. Кăçал вара вăтам вĕрентỹ заведенийĕ çумĕнчи эко-отряд Пĕтĕм Раççейĕпе иртекен "На старт, эко-отряд!" конкурса хутшăнчĕ.

Мускавра иртекен Экологи форумне пурĕ 420 çамрăк хутшăнчĕ, вĕсенчен 4-шĕ - Çĕнĕ Мăрат яш-кĕрĕмĕ: Алена Маркиданова, Ольга Евдокимова, Сергей Иванов, Артур Козлов. Çĕртме уйăхĕн 4-8-мĕшĕсенче эпир конкурссемпе мастер-классене, творчество мероприяти-йĕсене хутшăнтăмăр.

Çулçỹрев ачасене питĕ килĕшрĕ. Алена Маркидановăна вара Пĕтĕм Раççейри ачасемпе çамрăксен экологи совечĕн членне суйларĕç. Çамрăксем çутçанталăка малашне те, хальхи пекех, сыхлама тата упрама сăмах пачĕç, çитес çул валли те тĕллевсем палăртнă.

Туссем, Çĕр-Аннемĕр пиртен пулăшу, ăнлану кĕтет. Апла пулсан харăссăн кар! тăрса ăна хỹтĕлер, унпа туслашар: таса вырăна çỹп-çап тăкса варалар мар.

Алена МАРКИДАНОВА,

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика