АУ "Редакция Комсомольской райгазеты «Каçал ен» ("Кошелеевский край") Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Штрафа вăхăтра тỹле

20 июня 2017 г.

 Йĕркене пăснăшăн административлă штрафа тỹлеме йышăну кăларчĕç пулсассăн ăна 60 кун иртиччен тỹлесе татмалла. Енчен те палăртнă вăхăтра штрафа тỹлемесен унăн сумми тата икĕ хут ỹсет. Сăмахран, 500 тенкĕ тỹлемелле пулсассăн, тата 1000 тенкĕ штраф хушăнать. Пĕтĕмĕшле - 1500 тенкĕ. Гражданина 15 куна арестлеме тата 50 сехет таран ĕçлеттерме йышăну кăлараççĕ. Вăхăтра тỹлемен штрафсем пулсассăн, ют çĕршыва тухса çỹреме те чараççĕ.

Çавăнпа та штрафа вăхăтра тỹлени темрен те паха. Шăпах йĕркене пăсакансене тупса палăртас, штрафсене тỹлеттерес тĕлĕшпе июнĕн 19-27-мĕшĕсенче районта "Должник" операци иртет. Хăвăра интереслентерекен ыйтусемпе районти шалти ĕçсен пайне, 27-мĕш пỹлĕме, пыма пултаратăр. Паянхи куна вара РФ КоАПĕн 20.25 статйине пăснăшăн, штрафа вăхăтра тỹлеменшĕн административлă 36 протокол çырнă. 10-шне административлă арест панă, йĕркене пăсакан 3 çынна ĕçлеттерме йышăннă, 17800 тенкĕлĕх штраф панă.

О.КОРОТИНА,

инспектор.

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика