20 июня 2017 г.
Палан шап-шурă пĕркенчĕкне витĕннĕ те, вăтаннă евĕр, пуçне усса ларать. Хушăран чиперкке çилпелен чỹхенет. Вăл вăхăтра вара хăйĕн капăр тумĕ çине пăха-пăха илет. Çитмĕл ултă çул каялла çак илемлĕ те хитре тапхăрта тĕнчене синкер хупласа илнĕ: "Вăрçă пуçланнă! Фашистла Германи пирĕн çине тапăннă!" Хура хыпар сарăлнă тапхăрта Хырай Ĕнел ялĕнче пурăнакан Валентина Григорьевна Шаринкина сакăр çулта пулнă. Çамрăк пулин те, Валя аппа чĕре витĕр хĕç кăларнă çулсене лайăх астăвать, вĕсем унăн асĕнчен нихăçан та тухмĕç.
Феодорăпа Григорий - телейлĕ мăшăр. Вĕсен тăватă ача, часах пиллĕкмĕшĕ çут тĕнчене килмелле. Мăшăр ăна чăтăмсăррăн кĕтет. Анчах та чуна хăратакан хура хыпар кашнин кăмăлнех пăсать. Ара, Тăван çĕршыв хăрушлăхра-çке, вăрçă пуçланнă. Кам савăнма пултарĕ çак самантра?! Вăйпитти çынсене, паллах, фронта илсе кайĕç. Нумай кĕттермест хыпарĕ - вăрçăн иккĕмĕш куннех çемье пуçне, Кринкка тетене, повестка çитет. Çар комиссариатĕнчен арçынна вăхăтлăха килне яраççĕ. Часах кĕтнĕ пепке çуралать, ăна телейлĕ ашшĕ-амăшĕ Анисса тесе чĕнме пуçлать.
Кăштахран Кринкка тетене иккĕмĕш хут военкомата чĕнсе илеççĕ. Хальхинче арçынна Мари АССРне санитара вĕренме яраççĕ. Хветура аппа мăшăрĕнчен телеграмма илет, унта арçын Канаша типĕтнĕ çăкăр илсе килме ыйтать. Хĕр-арăм тăрăшсах сухари хатĕрлет, мăшăрĕпе тĕл пулас куна чăтăмсăррăн кĕтет. Акă палăртнă кун. Хветура аппа тепĕр хĕр-арăмпа пĕрле Канаша çул тытать. Инçе те юлмасть, анчах та лаша чăхăмлать - çырма урлă каçмасть чĕлхесĕр янавар. Пуйăс кăшкăртни илтĕнет... Чун пăлханни çеç-и унта хĕрарăмăн? Вăл тăвăнать! Лаша вара вырăнтан та тапранмасть. Пăрахса хăварĕччĕ, анчах та кайран лашашăн тỹлеттерĕç. Вĕсем çитнĕ çĕре пуйăс хускалса та каять.
- Эпир, пĕчĕксерсем, каялла киле килнĕ сухари çине сиксе ỹкрĕмĕр. Анне татăлса йĕни вара пире пĕр çĕре пухрĕ - тăван çыннăмăра çавăрса илтĕмĕр те хамăр та макăрма пуçларăмăр, - иртнĕ кунĕсене аса илсе куççульленчĕ Валя аппа, сакăр теçеткерен иртнĕскер.
Амăшĕ мăшăрĕнчен хыпар кĕтме пуçлать. Чылайран кĕтнĕ çыру çитет. Унта арçын хăй санитар пулнине каласа кăтартнă, тăшмана тĕп туса каялла таврăниччен ачисене тĕрĕс-тĕкел упрама хушнă. Çак çыру арçыннăн пĕрремĕш тата юлашки пулать. Часах Зайцевсен çемйи мăшăрĕ тата ашшĕ хыпарсăр çухалнине пĕлтерекен çыру илет. Кринкка тетепе пĕрле вăрçа кайнă ял çынни, Василий Калашников, таврăнни лару-тăрăва уçăмлатать:
- Ленинград çумĕнчеччĕ. Нимĕçсем тапăннăçем тапăнаççĕ, сывлама та памаççĕ. Эпир те, паллах, парăнмастпăр. Çухатусем икĕ енчен те чылай. Пĕр хĕрỹ çапăçу хыççăн санитарсен наçилкки çинче Кринккана асăрхарăм, вăл йывăр аманнăччĕ. Çăварĕнчен кăпăк кăларса выртатчĕ, - тет вăл мăшăрĕ çинчен пĕлес тесе çунакан Хветурана.
Шанмасть, ĕненмест 32 çулти хĕрарăм çак усал хыпара. "Пĕр кун алăк уçăлĕ те пỹрте мăшăрăм, аçу кĕрсе тăрĕ", - тенĕ вăл пĕрех яланах тĕпренчĕкĕсене.
Вăхăт шав малалла шăвать, совет çарĕсем ылханлă тăшмана çапса аркатаççĕ. Хветура аппан иккĕмĕш хĕрачи, Валя та, çитĕнсе çитнĕ. Вăл амăшне пулăшас тĕллевпе колхозра бригадăра тăрăшма пуçлать.
- Шкулта вĕреннĕ вăхăтрах йĕтем çинче тар тăкаттăмăрччĕ. Тулă, ыраш, йĕтĕн тата ыттисен кĕлтисене йăтаттăмăр та молотилка витĕр кăлараттăмăр. Эпир, вĕренекенсем, çурçĕр тĕлĕнче смена улăштараттăмăрччĕ те ĕç хыççăн тỹрех пĕлỹ сукмакне такăрлататтăмăр. Каярах, ỹсе киле, Канаша тырă леçме çỹреме пуçларăмăр, - малалла сỹтĕлчĕ аса илỹ çăмхи.
Вăрçă хыççăнхи çулсем. Юхăнса кайнă халăх хуçалăхне ура çине тăратасси çăмăл ĕçех мар, апла пулин те чăваш халăхĕ пуç усма хăнăхман. Валя аппасен çемйи те çĕнĕ çурта кĕрес ĕмĕт-тĕллевпе пурăнать. Йывăрлăхсене парăнтарса Зайцевсем ĕмĕтленнине пурнăçа кĕртеççех - халĕ вĕсен тăпăл-тăпăл хитре йывăç çурт.
Валя аппа Владимир облаçĕнчен торф кăларса килсен фермăна вырнаçать. Часах Валя çак ял йĕкĕтне, Коляна качча тухать, ялта çĕнĕ çемье чăмăртанать. Мăшăр пилĕк ачана кун-çул парнеленĕ, тĕрĕс воспитани панă. Вĕсем халĕ пурте аслă пĕлỹллĕ, пурнăçра хăйсен вырăнне тупнă. Анчах та 1992 çулта амăшĕн чĕрине тепĕр хут хуйхă килсе çапать - вăтам ывăлĕ, Борис, Мускава ĕçлеме кайнăскер, вилет. Мăшăрĕпе икĕ ачи тăлăха юлаççĕ.
Паянхи кун Валя аппа картиш тулли чăх-чĕп, хур-кăвакал, сурăхсем усрать. Пахчара та хăех тăрмашать. Вăл хĕрĕпе ывăлĕсен 6 ачипе чунтан савăнать, тек нихăçан та вăрçă ан пултăр тесе Турра тилмĕрет.
А.ИСАЕВА.
Источник: "Каçал Ен"