20 июня 2017 г.
Июнĕн 27-мĕшĕнче районти халăха ĕçпе тивĕçтерекен центрта граждансене ĕç тупма пулăшас тĕллевпе вакансисен ярмăркки иртет.
Ярмăрккана çынсене ĕç вырăнĕ тупма пулăшас, ĕç паракансене те унта хутшăнтарас тĕллевпе йĕркелеççĕ. Асăннă ярмăрккана ирттернĕ май центрта учетра тăракан чылай гражданина ĕç тупса пама май килĕ.
Çак тĕллевпе районти ĕçпе тивĕçтерекен центр специалисчĕсем кирлĕ организацисемпе предприятисене те вакансисен мероприятине хутшăнма чĕнеççĕ.
К.КОКШИН,
центр директорĕ.
Источник: "Каçал Ен"