20 июня 2017 г.
Çĕртме уйăхĕн 15-16-мĕшĕсенче федерацин Атăлçи округĕнчи регионсен представителĕсем Китайра пулнă.
Çав вăхăтра КНРти Янцзы шывĕн Çỹлти тата Вăтам юхăмĕсен регионĕсем "Атăл-Янцзы" форматпа тачă çыхăнса ĕçлемелли канашăн иккĕмĕш ларăвĕ иртнĕ. РФ Президенчĕн федерацин Атăлçи округĕнчи полномочиллĕ представителĕ Михаил Бабич ертсе пыракан официаллă делегаципе Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев та Китайри ĕçлĕ мероприятиcене хутшăннă.
Китайра пулнă май федерацин Атăлçи регионĕсем, çав шутра пирĕн республикăпа та, килĕштерсе ĕçлесси çинчен 11 килĕшỹ алă пусса çирĕплетнĕ.
Федерацин Атăлçи округĕнчи регионсен тата КНРти Янцзы шывĕн Çỹлти тата Вăтам юхăмĕсен регионĕсем "Атăл-Янцзы" форматпа тачă çыхăнса ĕçлемелли канашăн иккĕмĕш ларăвĕнче малашлăх хутшăнусем пирки сăмах хускатнă. Китай Халăх Республикин Патшалăх Канашĕн членĕ Ян Цзечи виççĕмĕш ларăва çитес çул Раççейĕн Атăлçи округĕсенчи регионсенчен пĕринче ирттерме сĕннĕ.
Источник: "Каçал Ен"