20 июня 2017 г.
Шăматкун, июнĕн 17-мĕшĕнче, Комсомольскинчи "Кĕтне" физкультурăпа спорт комплексĕнче "Папа, мама и я - спортивная семья" фестиваль иртрĕ. Унта республикăри тĕрлĕ хуласемпе районсенчи спортпа туслă чылай çемье килсе çитрĕ.
Мероприятие уçнă çĕре Чăваш Республикин физкультурăпа спорт министрĕ Сергей Шелтуков, район администрацийĕн пуçлăхĕн çумĕ - капиталлă юсав тата комуналлă хуçалăх пайĕн ертỹçи Александр Краснов, Комсомольски ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Юрий Митюков тата ыттисем те хутшăнчĕç. Малтанах Александр Васильевич пухăннисене ăмăртусенче ăнăçусем сунчĕ, çакăн евĕр мероприятисем çемьери йăла-йĕркесене çирĕплетме пулăшнине палăртрĕ. Сергей Шелтуков министр вара республикăн тĕрлĕ кĕтесĕнчен килсе çитнĕ çемьесемпе курма килнисене Чăваш Республикин Пуçлăхĕн Михаил Игнатьевăн ячĕпе фестивале хутшăнма кăмăл тунăшăн ăшшăн саламларĕ. Районти культурăпа кану центрĕн ĕçченĕсем хатĕрленĕ савăнăçлă концерт та кашнине килĕшрĕ.
Часах пухăннисем "çăлтăрсемпе" физкультура тума пуçларĕç. Хаваслă кĕвĕпе хускану тума питĕ аван иккен! Унтан фестиваль виçĕ ушкăна пайланчĕ. Пĕрремĕш ушкăнра 9 çул тултарман ачасем пулчĕç. Иккĕмĕш ушкăнра - 10-12 çулсенчи хĕрачасем. Виççĕмĕшĕнче вара - асăннă çулсенчи арçын ачасем.
"Кĕтне" комплекс стадионĕнче харкамлă тест ирттернĕ хыççăн пухăннисем хăвăрт чупассипе тупăшрĕç. Кĕçĕн çулхисенчен ашшĕ-амăшĕсем те юлмарĕç. Вĕсем тăршшĕне сикрĕç, хăвăрт чупрĕç, турник çинче туртăнчĕç тата ытти ăмăртусене те хутшăнчĕç. Дартс вăййи вара пухăннисене хăй патне кăчăк туртсах чĕнчĕ тейĕн. Хутăшла эстафета та чи кăсăккисенчен пĕри пулчĕ.
Каярах, чупса тарланă, ывăннă хыççăн, пурте пĕрле бассейна çул тытрĕç. Вĕсем кунта шывра ишсе тупăшрĕç.
Кашни ăмăртурах мала тухса пĕрремĕш ушкăн çĕнтерỹçи Çĕнĕ Шупашкарта пурăнакан Васильевсен çемйи пулчĕ. Иккĕмĕш вырăна Елчĕк районĕнчи Портновсен çемйи тухма пултарчĕ. Хисеплĕ виççĕмĕш вырăна Комсомольскинчи Степановсем тивĕçрĕç. Иккĕмĕш ушкăн çĕнтерỹçисем Шупашкар хулинчен килсе çитнĕ Калитовсем пулчĕç. Виççĕмĕш ушкăнра вара Патăрьелĕнчи Ситовсем палăрчĕç. Вĕсене кашнинех медальсемпе Дипломсем, Чăваш Республикин Пуçлăхĕн Михаил Игнатьевăн парнисене парса чысларĕç.
А.ДЕНИСОВА.
Источник: "Каçал Ен"