16 июня 2017 г.
Çĕртме уйăхĕн 4-мĕшĕнче Иркутск хулинче пĕтĕм чăвашсен Акатуйĕ иртрĕ. Уява Раççейĕн тĕрлĕ кĕтесĕнче тĕпленнĕ чăвашсем хутшăнчĕç. Çавна май Байкал тăрăхне республикăран та пысăк делегаципе тухса кайрăмăр. 4500 километра яхăн тăсăлакан çулçỹрев сисĕнмесĕрех иртрĕ.
Чи малтанах Пушкăрт Республикинчи Слакпуç ялĕнче чарăнтăмăр. Чăваш халăх поэчĕ Константин Иванов çуралса ỹснĕ тăрăхра йĕркеленĕ мероприятисене хутшăнтăмăр.
Майăн 28-мĕшĕнче Тюмень хулинчи Акатуйра хамăр пултарулăхпа паллаштарни, юрлани-ташлани ĕмĕрлĕх асра юлĕ. Красноярск хулинче пурăнакансем те пире хавас кăмăлпа кĕтсе илчĕç, чăваш юрри-ташшине хапăлласах йышăнчĕç.
Иркутск тăрăхĕнче йĕркеленĕ тĕл пулусем те хаваслă, асра юлмалла иртрĕç. Акă, сăмахран, Иркутскри Патшалăх университечĕн И.И.Молчанов-Сибирский ячĕллĕ наука библиотекинче "Çĕпĕрте чăваш чĕлхипе культурине упраса хăварасси" конференцире тĕрлĕ ыйтăва сỹтсе яврăмăр, пĕр-пĕринпе курнăçса калаçрăмăр, канашларăмăр. Аякри хурăнташсемпе тĕл пулни мĕне тăрать!
Июнь уйăхĕн 4-мĕшĕнче Иркутск облаçĕнче çумăр çурĕ пулин те, çакă Раççейĕн тĕрлĕ кĕтесĕнче тĕпленнĕ чăвашсене Байкал кỹлли хĕррине пуçтарăнма чармарĕ. Уçă тỹпе айĕнчи "Тальцы" музей комплексĕнче пĕтĕм чăвашсен Акатуйĕ иртрĕ. Пурте пĕрле пухăнса кăмăл туличчен савăнтăмăр. Куракансем пире тăвăллăн алă çупса кĕтсе илни, кашни юрă-ташăшăн тав туни кăмăла çĕклентерчĕ. Раççейĕн тĕрлĕ кĕтесĕнче пурăнакан чăвашсем савăнма та, канма та, ĕçлеме те пĕлеççĕ. Çакă вара чи пахи. Акатуй пире пурне те пĕрлештерет.
И.ТИХОНОВА.
Источник: "Каçал Ен"