АУ "Редакция Комсомольской райгазеты «Каçал ен» ("Кошелеевский край") Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Алли кукăрришн айăпланă

16 июня 2017 г.

 Патăрьел район çыннин, И. гражданинăн, алли кукăрри ача чухнех палăрнă. Ăна çак усал йăлана пула милицире учета та тăратнă. Каярах, халăх умĕнче хăйне аван тытнипе, пурте вăл тĕрĕс çул çине тăнă тесе шутланă. Анчах кăлăхах...

Юлашки çулсенче асăннă гражданина шăпа Комсомольски районĕн хĕрарăмĕпе, Ш.-па, паллаштарать. Часах вĕсем пĕр çемьепе пурăнма пуçлаççĕ. Хĕрарăмĕ пирки калас пулсан, вăл лавккара ĕçленĕ. Арçын яланах мăшăрне ирхине ĕç вырăнне ăсатнă, каçхине вара унтан кĕтсе илнĕ. Мăшăрсем хушшинче вăрттăнлăх пулман, çавна май И. пĕрле пурăнакан хĕрарăм тавар сутса пухăннă кĕмĕле хунă вырăна та пĕлнĕ. 2017 çулхи кăрлачăн 2-мĕшĕнче арçын, каçхи 21 сехет тĕлнелле, мăшăрĕн кĕсйинчен лавкка уççине вăрттăн илсе усал шухăшпа лавккана çул тытать. Шухăшланине пурнăçа кĕртет вăл: 40500 тенкĕ укçана кĕсйине чикет те преступлени вырăнĕнчен çухалать. Следстви вăхăтĕнче И. гражданин хăйĕн айăпне йышăннă, вăрланă укçана пĕтĕмпех тавăрса панă.

Елчĕк район сучĕ И. гражданина РФ УК 158 статйин 2-мĕш пайĕн "б" пункчĕпе айăплă тата 20000 тенкĕ штраф тỹлемелле тесе йышăннă.

М.ЕВДОКИМОВА,

юстици майорĕ, районти шалти ĕçсен пайĕн аслă следователĕ.

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика