АУ "Редакция Комсомольской райгазеты «Каçал ен» ("Кошелеевский край") Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Вăхăтра тĕрĕсленни паха

09 июня 2017 г.

 Чир çаклансан унран хăтăлмашкăн питĕ йывăр. Çавна май сывлăх çине алă сулни - хамăра хамăр юратманниех. Гинекологи чирĕсем пирки тĕплĕнрех пĕлес тата вĕсене пуçламăш тапхăртах тупса палăртмалли меслетпе паллашас тĕллевпе районти тĕп больницăри Анна Козлова гинеколог акушер патне çул тытрăмăр.

- Час-часах çынсенчен магнитлă-резонанслă томо-графи пирки калаçнине илтме тỹр килет. Чылайăшĕ ун çинчен чи шанчăкли теççĕ. Ку çаплах-ши?

- Магнитлă-резонанслă томографипе медицинăн кашни облаçĕнчех анлăн усă кураççĕ. Ытти мелсемпе танлаштарсан, асăннă тĕрĕслев шалти органсене ỹкерсе илет. Çавăнпа та çак тĕрĕслев меслечĕ диагноз палăртнă чухне чи пахисенчен пĕри шутланать. Унсăр пуçне МРТ туни кĕлеткене ыраттарса тарăхтармасть, этем сывлăхĕшĕн сиенлĕ рентген çути те организма сиен кỹмест.

- Унпа гинекологире те усă куратăр апла?

- Çапла, МРТ пире, тухтăрсене, тĕрĕс диагноз лартма пулăшать. Эндеметриоза, эндометрита, амалăхри миомăна, амалăх хутаçĕсен чирĕсене тата çакăн евĕр ытти амаксене малтанхи тапхăртах тупса палăртма май парать. Хими терапине лекнĕ çынсемшĕн те çак тĕрĕслев меслечĕ чăн-чăн çăлăнăç тесен те юрать. Мĕншĕн тесен вăл çĕнĕрен ỹсме пуçланă шыçăсене уйăрать, метастаза каясран та шанчăклă сыхлать.

- Гинекологи чирĕсенчен сыхланас, тупса палăртас шухăшлă хĕрарăмсен МРТ тĕрĕслевĕ витĕр тухас тесен ятарласа хатĕрленни кир- лех-и?

- Тухтăр палăртнă хушусене пурнăçлани, паллах, тĕрĕс диагноз лартма май парать. Çавăнпа та МРТ тĕрĕслевĕ умĕн çыннăн шăк хăмпи тулли пулмалла. Унсăр пуçне ятарлă тĕрĕслев тапхăрĕ çитиччен ик-виçĕ кун организмра газ тултаракан апат-çимĕç çиме юрамасть. МРТ кунне "Эспумизан" е темиçе тỹме активированнăй уголь ĕçмелле. Чылай чухне çак тĕрĕслеве УЗИ хыççăн ирттереççĕ.

А.ДЕНИСОВА хатĕрленĕ.

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика