АУ "Редакция Комсомольской райгазеты «Каçал ен» ("Кошелеевский край") Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Пурнăçа кĕскетет

09 июня 2017 г.

Пĕтĕм тĕнчери сывлăха сыхлакан организаци пĕлтернĕ тăрăх, çĕр чăмăрĕ çинчи çитĕннĕ çынсен пĕрре виççĕмĕш пайĕ табак туртать. Пирус-сигарета çăвара хыпни сывлăхшăн çав тери хăрушă пулнине чылайăшĕ ăнланма тăрăшмасть.

Медицина тĕпчевĕсем кăтартса панă тăрăх, табак туртни ỹпке ракĕ тата эмфиземи, чĕре системин чирĕсем сарăласси патне илсе пырать. ХХ ĕмĕрте табак туртнине пула тĕнчере 100 миллион çын вăхăтсăр вилнĕ тесе шутлаççĕ. Çак сиенлĕ йăлана хирĕç васкавлă мерăсем йышăнмасан ку ĕмĕрте хăрушă инкеке пула тĕнчере пĕр миллиард çын вилме пултарать теççĕ.

Табак туртни сывлăха хавшатать, ĕçлес пултарулăха чакарать, пурнăçа кĕскетет. Уйрăмах çакă çамрăксемшĕн хăрушă. Табак туртнипе тута, чĕлхе, пыр, трахея, бронх тата ỹпке ракĕ аталаннă тĕслĕхсем сахал мар. Табак тĕтĕмĕ тĕп нерв тытăмне сиенлет, ăс-тăнпа тимлĕхе чакарать.

Юлашки вăхăтра электронлă сигарет çинчен калаçма пуçларĕç. Унăн та сиенĕ пур. Вăл та çемье бюджетне тăкак кỹрет. Ăна туса кăларакансем сигаретра сиенлĕ хутăш çук тени чăнлăхпа пĕр килмест. "Искусствăлла тĕтĕмĕ" пирус туртман ытти çынна сиенлетет. Ятарлă сертификат кирлех мар теççĕ çак тавара, çавăнпа та унăн пахалăхĕ иккĕлентермесĕр тăраймĕ.

Л.ЯРЫШЕВА,

районти тĕп больницăн нарколог врачĕ.

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика