АУ "Редакция Комсомольской райгазеты «Каçал ен» ("Кошелеевский край") Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » "Утравĕ" чăнах та çирĕп

09 июня 2017 г.

"Утравĕ" чăнах та çирĕп

 Иртнĕ кунсенче районти тĕп культура çур-тĕнче "Островок" ташă ушкăнне çỹрекенсем хăйсен пултарулăхĕпе паллаштарнă. Мероприятие республикăри Амăшĕпе Ашшĕн çулталăкне халалланă.

Тĕрлĕ çулсенчи - шкул çулне çитмен тата вунсакăр çул тултарман каччăсемпе хĕрсем - сцена çинче чăваш, вырăс, тутар халăх юррисемпе савăнтарнă, ташшисемпе чунсене тыткăнланă. Юхнă юрă-кĕвĕ, шăнкăрти сиплĕ шыв евĕр чĕресене вырнаçса кашнин кăмăлне уçнă. Хитре те ятарлă сцена костюмĕсем тăхăннă ачасем курма килнисене хăйсене тытма пĕлнипе тĕлĕнтернĕ. Çĕнĕ ташăсем, çĕнĕ ятсем, çĕнĕ талантсем... Темиçе çул хореографи ушкăнне çỹрекенсен ташă ăсталăхĕ чăннипех те çỹллĕ шайра. Вĕсем хăйсене чăн-чăн профессионал артистсем пек тытнă.

Чăваш Республикин культурин тава тивĕçлĕ ĕçченĕ Татьяна Иванова хореографăн тỹпи ачасен çитĕнĕвĕнче пысăк. "Утравĕ" чăнах та çирĕп. Çĕнĕ талантсем, апла пулсан, пирĕн татах та нумай пулĕç тесе шансах тăратпăр.

(ХАМĂР ИНФ.).

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика