АУ "Редакция Комсомольской райгазеты «Каçал ен» ("Кошелеевский край") Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Пушкина чăвашла куçарнă

09 июня 2017 г.

 Паллă сăвăç-ентешĕмĕр Валери Туркай поэзие юратакансем валли чаплă парне хатĕрленĕ: Шупашкарти "Çĕнĕ вăхăт" типографире вырăс классикĕн Александр Пушкинăн "А сердце оставлю вам" сăвăсен ярăмĕ кун çути курнă.

Çĕнĕ кĕнекене аслă поэтăмăрăн паллă сăввисенчен 65-ĕшĕ кĕнĕ - "Анчар", "Зимний вечер", "К морю", "Храни меня, мой талисман", "Я памятник воздвиг себе нерукотворный", "Кавказ"... Паллах, вĕсене пурне те чăваш чĕлхине куçарнă. Çак сборник Пушкинăн сăввисене чăвашла та, вырăсла та пичетлесе кăларнă пĕртен-пĕр кĕнеке шутланать. Палăртса хăварар, Чăваш Енре пичетленсе тухнă Александр Пушкинăн çĕнĕ сăввисен пуххи шăп поэтăн çуралнă кунĕ умĕн кун çути курнă.

А.ДЕНИСОВА.

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика