АУ "Редакция Комсомольской райгазеты «Каçал ен» ("Кошелеевский край") Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ултавçăсем татах улталаççĕ

09 июня 2017 г.

 Ку темăна хаçатра хускатмалли çĕнĕрен те çĕнĕ сăлтавсем тупăнсах пыраççĕ. Вĕсенчен хỹтĕленмелли меслетсем пирки тăтăшах асăрхаттаратпăр пулин те, ултавçăсем çĕнĕ çул-йĕр шыраса тупса татах "шăннă пăр çине лартаççĕ".

Ытларах чухне киревсĕр тĕллевлĕ çынсем тĕрлĕ сайтри пĕлтерỹсем тăрăх таваршăн укçа куçарса паратпăр тесе çынсен банк карточкисен реквизичĕсене пĕлеççĕ те - банкри шут çинчи укçана сăптăрса илеççĕ. Преступниксем пластик карточкăсем çинчи укçана парольсĕрех вăрлама та вĕренсе çитнĕ. Пĕр-пĕр вăйăра çĕнтернĕ е тата эсир пысăк укçа-тенкĕ выляса илнĕ тесе пĕлтерекен СМС-хыпарсем те телефонсем çине килеççĕ. Юлашки вăхăтра ватăсем патне социаллă ĕçченсем пек пулса шăнкăравлаççĕ, пулăшма шантарса укçа-тенкĕ куçарса пама ỹкĕтлеççĕ. Çавăн пекех интернетра тавар сутакансем тата туянакансем шар кураççĕ. Асăрхануллă пуласчĕ. СМС-хыпарсене ан хуравлăр, банк карттин реквизичĕсене никама та ан пĕлтерĕр! Сирĕнтен темĕнле ỹкĕтлесе ыйтсассăн та вĕсене хурав париччен банка шăнкăравлăр.

Ют çынсене шанма пăрахмалла. Вăрăсем сăмах май вăрттăн информаци ыйтса пĕлме маçтăр. Çынна калаçтарса вĕсем шанăçа кĕреççĕ те, банк карттин реквизичĕсене пĕлеççĕ. Кайран вара ултавçăсене шыраса тупма пĕрре те çăмăл мар. Тимлĕ пулни инкекрен хăтарĕ.

Ансат правилăсем

Банк карточкин реквизичĕсене никама та ан пĕлтерĕр;

пин-кода карточка çине çырса ан хурăр, ăна асра тытсан лайăхрах;

карточка çинчен укçа илес тесен çывăхра видеокамера е хурал вырнаçнă банкоматсене суйласа илĕр;

банкоматран укçа илнĕ чухне тимлĕ сăнăр: çумра палламан çынсем тăмаççĕ-и, клавиатура урăхларах мар-и, экран патне хушма устройство вырнаçтарман-и? Енчен те çак кăлтăксене асăрхасан вăл банкоматпа усă ан курăр;

укçа илнĕ чека банкомат çывăхне ан пăрахăр, унпа ултавçăсем картта номерне тупма пултараççĕ;

интернетпа çыхăнтарнă кĕсье телефонне, компьютера антивирус программипе тивĕçтерĕр;

СМСпа, ММСпа килнĕ ссылкăсемпе малалла ан кĕрĕр, вĕсене сирĕн пĕлĕшĕрсен ячĕпе ултавçăсем те ярса пама пултараççĕ;

тавар туянас тесессĕн электрон енчĕксене укçа куçарма ан васкăр, чылай чухне ултавçăсем çак схемăпа усă кураççĕ, хăйсене сутуçă тесе пĕлтереççĕ.

А.АХМЕЕВ,

районти шалти ĕçсен пайĕн начальникĕ.

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика