АУ "Редакция Комсомольской райгазеты «Каçал ен» ("Кошелеевский край") Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Кăмăлĕ - ырă, алли - ылтăн

09 июня 2017 г.

Июнĕн 5-мĕшĕнче манăн çывăх юлташ Елизавета Вениаминовна Сергеева 70 çул тултарчĕ. Паянхи кун маттур хĕрарăм ялти ваттисен канашне ертсе пырать. Эпĕ те ялти хĕрарăмсен совечĕн лавне 40 çул ытларах туртнă. Иксĕмĕр те сăвăсем вулама юрататпăр, чечексем ỹстеретпĕр. Елизавета Вениаминовна - кăмăллă та ăшă чунлă çын. Йывăр вăхăтра кирек кама пулăшать, лăплантарма та сăмах тупать. Аллисем унăн ылтăн, темĕн те ăсталама пĕлеççĕ.

Ырă кăмăллă та çепĕç вăл. Çакă ăçтан-ши унăн тесе пĕрре кăна мар хама ыйту панă. "Çемьерен пырать вăл!" - тетĕп чылай шухăшланă хыççăн. Елизавета Вениаминовна йышлă çемьере ỹснĕ. Чи аслине пурнăçра çăмăл килмен, паллах. Шăллĕсемпе йăмăкĕсене пăхасси, килти хуçалăхра пулăшасси пĕтĕмпех ун çине тиеннĕ. Колхозра та тăрăшнă хĕр. Ашшĕ, Вениамин Зимцов, колхозра трактористра нумай çул ĕçленĕ. Вăл - ЧАССР ял хуçалăхĕн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ. Сакăр теçетке çул урлă каçнăскер, Дмитрий ывăлĕн çемйипе пурăнать. Ывăлĕ те ашшĕн çулĕпе кайнă. Вăл та механизатор. Амăшĕ, Вера Алексеевна, 10 ача çитĕнтернĕшĕн "Ача амăшĕ-героиня", I ,II, III степеньлĕ "Амăшĕн мухтавĕ" орденсене тивĕçнĕ.

Зимцовсем ачисене килĕштерсе, туслă пурăнма пилленĕ. Паян 9 пĕртăван пĕр çемьери пек килĕштерет. Раççейĕн тĕрлĕ кĕтесĕнче тĕпленнĕ пулсассăн та, çуралнă кунсенче, юбилейсенче, туйсенче тулли кĕрекене пуçтарăнаççĕ. Вĕсем ĕçре маттур, çемьере - хисеплĕ мăшăр, юратнă атте, анне, кукамай, асанне, кукаçи, асатте. Зимцовсем пĕрле пуçтарăнсассăн кил-çурт ача-пăча сассипе тулать. Йышлă çемьере 70 çынна яхăн.

Елизавета Вениаминовна 5 ачана пурнăç парнеленĕ. Унăн паян 9 мăнук, икĕ мăн мăнук. Володя ывăлĕпе Света кинĕ ачисене çитĕнтернипе пĕрлех пĕр хĕрачана хăйсен хỹттине илнĕ. Зимцовсем ырă кăмăллă та маттур çынсем пулнине тĕслĕхпе çирĕплетсе параççĕ. Елизавета Вениаминовна ачисене тивĕçлĕ воспитани панă, çынсене хисеплеме, пĕр-пĕрне юратма пилленĕ. Эпĕ те маттур хĕрарăма юбилей ячĕпе саламлатăп, çирĕп сывлăх, тулли телей, иксĕлми вăй-хал сунатăп.

А.ЕЖЕРГИНА,

Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ учителĕ.

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика