09 июня 2017 г.
Республикăра "Ачалăх ячĕпе, ачалăхшăн" ыр кăмăллăх марафонĕ пырать. Районти организацисемпе предприятисенче тăрăшакансем, влаç органĕсен ĕçченĕсем, пенсионерсем, шкулсемпе ача сачĕсенче тăрăшакансем ыр кăмăллăх пухмачне тултарма тỹпе хываççĕ.
Хальлĕхе районта пурăнакансем ачасене тивĕçлĕ пулăшу пама 503 пин те 101 тенкĕ хывнă. Çакă - республикăри районсем хушшинче чи лайăх кăтарту. Ырă кăмăллă та маттур çынсем пухмача татах та пуянлатасса шанатпăр. Эсир, хисеплĕ вулакансем, хăвăрăн тỹпене хывма манман-и?
Источник: "Каçал Ен"