09 июня 2017 г.
Июнĕн 12-мĕшĕ - Раççей кунĕ. Çав тери пысăк пĕлтерĕшлĕ уяв. Вăл этем прависемпе ирĕклĕхĕсем, демократипе уççăнлăх, тăнăçлăхпа çураçу принципĕсем тĕп вырăнта пулнине уççăн пĕлтернĕ аслă патшалăхăмăрăн аталанăвĕнчи çĕнĕ тапхăра сăнарлать. Паллах, кашни уяв - пĕлтерĕшлĕ, сумлă. Çапах та Раççей кунĕ пире, кашни халăха, çынна, эпир тĕрлĕ чĕлхепе калаçсан та, тĕрлĕ йăла-йĕркепе пурăнсан та, пурте пĕр кил-йышпа, пĕр кил-çуртра пурăннине ăша хывтарать.
Геннадий Ракчеев,
Аслă Çĕрпỹел ял тăрăхĕн пуçлăхĕ:
- Паянхи Раççей кунĕ - ирĕклĕх, граждан тăнăçлăхĕн, халăхсен пĕтĕçỹлĕхĕн уявĕ. Вăл тăван патшалăхăмăрăн паянхишĕн тата пуласлăхĕшĕн яваплăх символĕ пек туйăнать. Уяв пире хамăр патшалăхăн тивĕçлĕ гражданинĕсем пулнине, пĕр ĕмĕт-тĕллевпе, килĕшỹлĕхре пурăннине туйма пулăшать. "Эпĕ - Раççей çынни!" ăнлав политикăри пушă аргумент ан пултăр, çĕршывра пурăнакан кашни çын чунĕнче мăнаçлăх туйăмĕ вăраттăр.
Ферит Гибатдинов,
"Чăваш Республикинчи тутарсен наципе культура автономийĕ" обществăлла организаци председателĕ:
- Раççей кунĕ пирĕн аслă патшалăхăмăрăн пĕрлĕхне, хăватне, вăйне, никама пăхăнманлăхне яр-уççăн çирĕплетет. Раççей ют çĕршывсемпе хăйĕн хушшинчи хутшăнусене пĕр-пĕрне хисеплени тата пĕртанлăх принципĕсем çинче йĕркелет, терроризмпа çине тăрса кĕрешет, тĕнчери лару-тăрăва лайăхлатассишĕн тăрăшать. Эпир пурте мирлĕ пурнăçшăн. Вырăсĕ, тутарĕ, чăвашĕ - пĕр çемьери пек килĕштеретпĕр. Çак сумлă уяв пирĕн чĕресенче ăшă туйăм вăраттăр, хамăр хăвата ỹстерсех пыма вăй-хал патăр.
Светлана Токмакова,
"Пучах" ача сачĕн заведующийĕ:
- Раççей кунĕ - пирĕн çĕршывăн тĕп уявĕ. Вăл "çамрăк-ха", хальтерех кăна патшалăх уявĕсен календарĕнче хăйĕн вырăнне йышăнчĕ. Çак кун эпир çĕршывăмăршăн, халăхăмăршăн мăнаçланатпăр. Июнĕн 12-мĕшĕнче çынсем ялавсемпе, хăюсемпе урамсене тухаççĕ. Уяв çынра патриотлăх туйăмне çĕклет. Ку - чи кирли.