06 июня 2017 г.
Районта ют ачасене хăйсен хỹттине илнĕ çемье сахал мар. Аслисем шăпăрлансене тивĕçлĕ воспитани парса ỹстереççĕ. Пĕтĕм тĕнчери ачасене хỹтĕлемелли кун вара ашшĕ-амăшĕпе ачасем Шупашкар хулинче экскурсире пулчĕç. Пĕрлехи кану чăннипех те интереслĕ, хаваслă пулчĕ.
Чи малтанах "Спарк - герой вселенной" мультфильм курса килентĕмĕр. Унтан Хĕрлĕ лапамра пултăмăр, Шупашкар хулин хитре вырăнĕсене çитсе куртăмăр. Ачасем батутсем çинче сиксе, карусельпе ярăнса киленчĕç. Акă вăл - чăн хаваслă ачалăх. Çывăх çынсем çумра, хырăм тутă, юлташсем юнашар.
"Мадагаскар" суту-илỹ çуртĕнчи ача-пăча центрне çитсе выляни вара кĕçĕннисен асĕнче ĕмĕрлĕхех асра юлĕ. Экскурси пурин кăмăлне те кайрĕ. Малашне татах та çулçỹреве тухăпăр-ха. Ачасен пурнăçĕнче çитсе курмалли, пĕлмелли чылай пулĕ.
Т.ГАЛЗАНОВА.
Источник: "Каçал Ен"