06 июня 2017 г.
"Каçал" халăх фольклор ушкăнне Чăваш Ен тулашĕнче пурăнакан ентешсем час-часах хăнана чĕнеççĕ. Акă, Санкт-Петербургри нацисен хушшинчи хутшăнусен тата миграци политикин комитечĕ, Национальноçсен çурчĕ, унти чăвашсен наципе культура автономийĕ йыхравланипе хальхинче ансамбль Нева çинчи хулана çитсе килчĕ.
Иртнĕ шăматкун, июнĕн 3-мĕшĕнче, Питĕр хулинчи Екатерингоф паркĕнче чăваш Акатуйĕ вуниккĕмĕш хут иртрĕ. Унта тĕрлĕ регионта пурăнакан йăхташăмăрсем пырса çитрĕç: Чăваш Енрен, Мурманскран, Челябинскпа Чулхуларан, Тутарстан, Удмурти республикисенчен, Эстонири Нарва хулинчен.
Акатуя пухăннисене Питĕрти чăвашсен наципе культура автономийĕн председателĕ Владимир Живов, ваттисен канашĕн ертỹçи Виталий Золотов ăшшăн саламларĕç, аякран килнĕ хăнасене яланах хапăллине пĕлтерчĕç. Виталий Арсентьевич чăвашсене кирек ăçта пулсан та пĕрле пулма, чăвашлăха ĕмĕрех упрама, пĕр-пĕрне пулăшма сунчĕ. "Çакнашкал уявсем ют çĕрте пурăнакан ентешĕмĕрсемшĕн çав тери кирлĕ. Вĕсем тĕл пулччăр, калаçчăр, тăван ене аса илччĕр, хамăрăн культурăпа йăла-йĕркесене манса ан кайччăр, вĕсемпе ачисене те паллаштарччăр тесе йĕркелетпĕр", - палăртрĕ вăл.
Уяв программине "Каçал" халăх фольклор ансамблĕ илемлĕ композиципе уçрĕ, ун хыççăн сцена çине пĕрре çеç мар тухрĕ. Куракансем каçалсене кашнинчех питĕ ăшшăн йышăнчĕç, пĕрле юрларĕç, алă çупса хавхалантарчĕç. Ытти регионсенчен килнĕ юрăçсемпе ушкăнсем те хăйсен пултарулăхĕпе паллаштарчĕç. Санкт-Петербургри чăвашсен наципе культура автономийĕн председателĕ Владимир Живов кашнинех тав сăмахĕсем каларĕ, Дипломсемпе хавхалантарчĕ. "Питĕ хăйне евĕрлĕ ансамбль "Каçал", сирĕн юррăр-ташшăр чунтан килĕшрĕ, тавах, тата килсе çỹрĕр", - терĕ Патăрьел чăвашĕ Владимир Михайлович.
Концерт пынă вăхăтра сцена умĕ те пушă тăмарĕ. Унта пурте пĕрле карталанса чăваш ташшисене ташларĕç, артистсемпе пĕрле юрларĕç. Кассăн-кассăн çумăр килсе çуни никама та чăрмантараймарĕ. Куракансем хушшинче Комсомольски районĕнче çуралса ỹснисем ытларах та пулнăн туйăнчĕ. Хăшĕ теçеткешер çул пурăнать Нева çинчи хулара, хăшĕ тинтерех çеç вĕренме е ĕçлеме килнĕ. Вĕсем пурте "Каçал" ансамбль членĕсемпе пырса калаçрĕç, асăнмалăх сăн ỹкерттерчĕç, çывăх çыннисене салам калама ыйтрĕç. Тăван еншĕн тунсăхлани, ентешсене курнипе хăйсен тăванĕсене тĕл пулнă пекех савăнни сăнсенченех сисĕнчĕ. Эпир автобус çине ларса хускалса кайнă чух алă сулса, ырă сунса ячĕç Питĕрти ентешсем.
Сăмах май каласан, Питĕрти ентешсем кăçалхи çула паллă чăваш çыннин Никита Яковлевич Бичуринăн çулталăкĕ тесе палăртнă. Ăна вĕсем чаплă ученăй-востоковед çуралнăранпа 240 çул çитнине халалланă.
Л.ШУРЯШКИНА.
Источник: "Каçал Ен"