АУ "Редакция Комсомольской райгазеты «Каçал ен» ("Кошелеевский край") Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ачалăх вунăçуллăхĕ пуçланать

06 июня 2017 г.

 Раççей Президенчĕ Владимир Путин çитес çул Ачалăх вунăçуллăхĕ пуçланасси çинчен ятарлă Хушу кăларнă. Çу уйăхĕн  29-мĕшĕнче алă пуснăскер 2027 çулччен тăсăлĕ.

Çакна 2012-2017 çулсенче ачасен интересĕсемпе ĕçлекен Наци стратегийĕ ăнăçлă пурнăçланса пынине шута илсе ачалăха хỹтĕлес енĕпе патшалăх политикине лайăхлатса пырас тĕллевпе йышăннă. Указа право информацийĕн интернет-порталне вырнаçтарнă. Правительствăна малтанхи икĕ çулти тĕп мероприятисен планне 3 уйăхра çирĕплетме хушнă.

Çĕршывра Ачалăх вунăçуллăхне палăртма Федераци Канашĕн спикерĕ Валентина Матвиенко сĕннĕ. Вăл каланă тăрăх, çĕнĕ проект ывăл-хĕре пурнăçăн анлă çулĕ çине тăмашкăн хатĕрлеме пулăшать. Владимир Путин çак пуçарăва ырласа указа алă пуснă хыççăн Раççей вице-премьерĕ Ольга Голодец проектăн тĕп приоритечĕсене пĕл-тернĕ. Вĕсем виçĕ çула çитмен ачасене садикпе тивĕçтерессипе, амăшĕпе ачине пулăшассипе, демографи лару-тăрăвне лайăхлатассипе çыхăннă.

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика