02 июня 2017 г.
Çĕртме уйăхĕн 4-мĕшĕнче Иркутск хулинче пĕтĕм чăвашсен Акатуйĕ иртĕ. Унти уява Раççейĕн тĕрлĕ кĕтесĕсенче тĕпленнĕ чăвашсем хутшăнĕç. Çавна май Байкал тăрăхне пирĕн республикăран та пысăк делегаци тухса кайнă. Çак делегаци йышĕнче районти паллă юрăç, Комсомольски 1-мĕш вăтам шкулĕн вĕрентекенĕ Ирина Тихонова (Зарина) пур.
Чăваш Республикин делегацийĕ çула тухиччен тĕп хулари Константин Иванов палăкĕ умне пуçтарăннă, паллă поэта хисеп туса чĕрĕ чечексем хунă. Ирина Тихонова пĕлтернĕ тăрăх, делегаци малтан Пушкăрт Республикинчи Слакпуç ялне, унтан Тюмене, Красноярска çитĕ.
Ирина делегаци йышĕнче пĕрремĕш çул мар. Пĕлтĕр вăл Крым тăрăхне çитнĕччĕ.
(ХАМĂР ИНФ.).
Источник: "Каçал Ен"