АУ "Редакция Комсомольской райгазеты «Каçал ен» ("Кошелеевский край") Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Вулавăш татах та пуянланчĕ

02 июня 2017 г.

 Çак кунсенче Комсомольски тĕп библиотеки кĕнекесемпе татах та пуянланчĕ: Тутарстан Республикин кĕнеке издательстви кăларнă 500 экземляр кĕнекене Чăваш Республикинчи тутарсен наципе культура автономийĕн председателĕ Ферит Гибатдинов парнелерĕ.

Сăмах май каласа хăварар, Тутарстанри кĕнеке издательстви Раççейри наци издательствисем хушшинче чи пуянни шутланать. Вăл Тутарстан вулавăшĕсене çеç мар, тулашри библиотекăсене те кĕнекесемпе тивĕçтерсе тăрать. Г.Тукай, А.Абсалямов, Н.Хасанов, С.Юзеев тутар халăх çыравçисен тата халь "çуралнă" çĕнĕ писательсен кĕнекисем те хăйсен вулавçисене тупĕç тесе шансах тăратпăр. Эпир, Комсомольскинчи тĕп библиотека ĕçченĕсем, Ферит Абдулловича парнешĕн чун-чĕререн тав тăватпăр.

Л.МОРОЗОВА,

библиограф.

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика