02 июня 2017 г.
Кăçал çĕртме уйăхĕн 4-мĕшĕнче православи тĕнĕпе пурăнакансем Троица уявне паллă тăваççĕ. Троица, Мăнкун пекех, куçса пыракан Чăн тĕн уявĕ. Ăна Христос Турă чĕрĕлсе тăнă хыççăн аллăмĕш кунне паллă тăваççĕ. Çавна май халăхра çак уява тата аллăмĕш кунхи праçник е пятидесятница тесе те калаççĕ.
Евангелире: "Эпĕ кайни сирĕншĕн аван пулĕ. Эпĕ кайсан сирĕн çие Аттемрен лăплантаракан Сывлăш ярăп. Вăл ялан сирĕнпе пĕрле пулĕ", - тенĕ сăмахсем пур. Иисус тỹпене çĕкленнĕ вăхăтра хăйĕн вĕренекенĕсене "пама пулнине иличчен" Иерусалимрен кайма хушмасть. Иисус малтанах каланă пек аллăмĕш кун апостолсем çине Святой Сывлăш вут чĕлхесем пек курăнса анать. Вара вĕсем кашниех хăватланса тĕрлĕ, малтан хăйсем пĕлмен ют чĕлхесемпе калаçма пуçлаççĕ. Çак кунран тытăнса вара Христос çыннисем чăн Таса Виç- ипостаçлĕ Турра - Ашшĕне, Ывăлне, Святой Сывлăшне - мухтаса пуççапма пуçланă.
Троица праçникĕ яланах вырсарникун пулать. Вăл - хитре уяв. Çак кун чиркỹсене, пỹртсене симĕс йывăç тураттисемпе тата чечексемпе илемлетеççĕ. Ку ахальтен мар. Симĕс тĕспе çеçкесем пурнăçа тата Святой Сывлăш анса йăлтах çĕнетнине, пурнăç вăйĕсене аталантарнине пĕлтерет.
Троица умĕн шăматкун Чăн тĕн чиркĕвĕ вилнисене асăнать. Çак кунсенче масар çине кайса вилтăприсене йĕркене кĕртесси, унта вилнисене асăнса кĕлтăвасси йăлана кĕнĕ. Палăртмалла, çапла, ку ырă япала, апла пулин те масар çине каяс умĕн чиркỹре кĕл туни, леш тĕнчене куçнă тăванăмăрсене асăнтарни питĕ вырăнлă.
Троица хыççăнхи тунтикун - Святой Сывлăш кунĕ. Вăл кун та аллăмĕш кунхи праçникĕн хисепне кĕрет.
Источник: "Каçал Ен"