02 июня 2017 г.
Çирĕп çемьепе патшалăх тĕреклĕ. Мăшăр килĕштерсе пурăнни, пĕр-пĕрне çур сăмахран ăнланни -чăн-чăн телей, вĕсен тĕпренчĕкĕсемшĕн вара -тивĕçлĕ тĕслĕх. Ара, телейлĕ те туслă çемьере çеç ачасем чун-чĕре тĕлĕшĕнчен сывă пулаççĕ тата йĕркеллĕ çитĕнеççĕ. Ахальтен мар ĕлĕкех авалхи Руçьре, каярах Раççейре çемье пурнăçĕ пĕр-пĕрне шаннипе, юратнипе хисепре пулнă. Палăртмалла, çак туйăмсем паян кун та вăйне çухатман-ха. Асанкассинче пурăнакан Римма Николаевнăпа Владимир Михайлович Горбуновсен çемйи вара - тĕслĕхлисенчен пĕри.
Риммăпа Владимир алла-аллăн тытăнса пурнăçăн анлă та сулмаклă çулне 32 çул такăрлатаççĕ. Паянхи кун Римма Николаевна - Асанкасси ял тăрăхĕн специалист-эксперчĕ. Мăшăрĕ, Владимир Михайлович вара, Мускава ĕçлеме çỹрет. Çулла вĕсем пахчара тар тăкаççĕ, килти хуçалăх та пушă мар - вĕсен картиш тулли выльăх-чĕрлĕх.
Римма Шăмăршă районне кĕрекен Тури Чаткас ялĕнче çуралса ỹснĕ. Вăтам шкул хыççăн хĕр Шупашкар хулине çул тытать, унти полиграфи училищинче икĕ çул ăс пухать. Чиперук практикăна малтанах Патăрьелне каять, каярах Комсомольскинчи типографире те пулать. Кунта вăл сельхозтехника общежитийĕнче пурăнать. Çакăнта паллашнă та ĕнтĕ хĕр Асанкасси йĕкĕчĕпе. Владимир вăл вăхăтра сельхозхиминче агрономра ĕçленĕ пулнă.
- Пĕрре курсах Риммăна килĕштертĕм, унăн çутă сăнĕ чунăма тыткăнларĕ, - йăл кулчĕ Володя тете арăмĕ çине ăшшăн пăхса. - Чĕре мана улталамарĕ, эпир телейлĕ мăшăр. Римма - манăн пурнăçри тĕрек.
Çемье çавăрнă хыççăн мăшăр Асанкассинче тĕпленет. Кунта хĕрарăма ял Советĕнче секретарь ĕçне шанаççĕ, арçын вара агрономра, каярах колхоз председателĕнче ĕçлет. Вĕсем иккĕшĕ 3 ача çуратса пăхса ỹстернĕ. Тĕпренчĕкĕсем кашниех аслă пĕлỹллĕ. Анастасия хĕрĕпе Алексей ывăлĕ ашшĕпе амăшне мăнуксемпе савăнтарма та ĕлкĕрнĕ ĕнтĕ. Кĕçĕн хĕрĕ, Ольга, медицина колледжĕнче ăс пухать. Вăл вĕренсе тухса тухтăр пулас ĕмĕтлĕ.
- Çынсем чирпе тертленнине курсан вĕсене питĕ хĕрхенетĕп. Ыттисене пулăшас тĕллевпех тухтăр профессине суйларăм, - тет ырă кăмăллă та сăпайлă 21 çулхи чиперкке.
Пушă вăхăт тупăнсанах Горбуновсем çутçанталăка çывăх пулма тăрăшаççĕ. Вĕсем час-часах çемйипе вăрмана кăмпа-çырла пухма çỹреççĕ.
Жемчуг туй ирттерсе пурнăçри йывăрлăхсене парăнман мăшăр çамрăк çемьесене пĕр-пĕрне юратса, шанса тата ăнланса пурăнма сунать.
А.ИСАЕВА.
Источник: "Каçал Ен"