02 июня 2017 г.
Раççей Шалти ĕçсен министерстви электронлă мелпе кỹрекен патшалăх пулăшăвĕсенчен пĕри - çын судпа айăпланни е айăпланманни пирки справка пани.
"Ку справкăна ШĔМе пырса çỹремесĕрех илме пулать. Çак тĕллевпе çыннăн Патшалăх пулăшăвĕсен пĕрлехи порталĕнче хăйне кирлĕ пулăшăва суйласа илмелле, ятарлă формăпа ыйтса çырмалла, ун çумне паспортăн сканерланă копине çирĕплетмелле. Унтан "Хурав илмелли меслет" уйрăмра "харпăр уйрăм кабинетра çеç" текеннине суйламалла та хурав кĕтмелле. Заявление пăхса тухсан çак справкăн электронлă тĕслĕхĕ асăннă порталти харпăр уйрăм кабинета çитет, ăна Раççей ШĔМĕн элекронлă мелпе алă пуснипе çирĕплетнĕ. Вăл федерацин "Электронлă мелпе алă пусни çинчен" саккунĕпе килĕшỹллĕн хут çинчи официаллă документпах танлашать. Этем судпа айăпланни е айăпланманни çинчен калакан справка заявление электронлă мелпе парсан 10 кунра хатĕр пулать, çын хăй ШĔМе пырса ыйту çырсан - 30 кунра. Çапла вара электронлă меслет вăхăта перекетлеме май парать", - ăнлантарчĕ ЧР ШĔМĕн штабĕн пуçлăхĕн çумĕ Александр Алексеев.
Вăл пĕлтернĕ тăрăх - судпа айăпланманни пирки калакан справкăна чылай гражданинăн илме тивет. Ăна патшалăх учрежденийĕсене ĕçе вырнаçнă чухне ыйтаççĕ. Ачана опекăна е усрава илнĕ чухне те кирлĕ пулма пултарать вăл. Асăннă справкăсăр урăх çĕршыв гражданлăхне те илме май çук. Çавăн пекех вăл урăх патшалăха каймашкăн виза хатĕрленĕ чухне кирлĕ.
("ХЫПАР").
Источник: "Каçал Ен"