02 июня 2017 г.
Майăн 30-мĕшĕнче Чăваш патшалăх пукане театрĕнче республикăри чи маттур та ĕçчен хĕрарăмсене чысларĕç. Кăçалхи уява Раççей Предпринимательство кунне тата Амăшĕпе Ашшĕн çулталăкне халалланă. Тĕрлĕ сферăра тăрăшакан пултаруллă хĕрарăмсем хушшинче республикăри Хĕрарăмсен канашĕ кашни çулах "Женщина - лучший директор года", "Молодой директор Чувашии", "Сельская женщина - предприниматель" конкурссене йĕркелет. Асăннă конкурсран пирĕн районта ĕçлекен тата пурăнакан хĕрарăмсем те айккинче юлмаççĕ.
Кăçалхи конкурса Кĕçĕн Çĕрпỹел вăтам шкулĕн директорĕ Светлана Антонова тата Алина Зайцева предприниматель хутшăнма кăмăл тунă. Вĕсен тăрăшулăхне республика конкурсĕнче палăртса хăварни вара уйрăмах кăмăллă. Светлана Антонова - "Женщина - директор года" номинацире 2-мĕш степеньлĕ, Алина Зайцева "Сельская женщина - предприниматель" номинацире 3-мĕш степеньлĕ Диплома тивĕçнĕ. Алина Геннадьевнăпа Светлана Васильевна юратнă ĕçре пĕрремĕш çул мар. Вĕсем - пысăк опытлă, пуян тавракурăмлă ĕçченсем. Светлана Антонова Кĕçĕн Çĕрпỹел вăтам шкулне 10 çул ертсе пырать. Ĕç стажĕ - 27 çул. Алина Зайцева пирки калас пулсассăн, вăл предпринимательство ĕçĕнче - 11 çул.
Уява пухăннисене Чăваш Республикин Хĕрарăмсен канашĕн ыркăмăллăх фончĕн попечительство совечĕн председателĕ Лариса Игнатьева, "Единая Россия" партин Чăваш Енри уйрăмĕн секретарĕ Николай Малов, Чăваш Республикин финанс, сывлăх сыхлавĕн, культура, национальноçсен тата архив ĕçĕсен, юстици тата пурлăх хутшăнăвĕсен министрĕсем Светлана Енилина, Владимир Викторов, Константин Яковлев, Наталья Тимофеева тата ыттисем саламланă. Чи малтанах хĕрарăмсене çирĕп сывлăх, телей, ăнăçу, пысăк çитĕнỹсем суннă.
Валентина Курицына, районти хĕрарăмсен канашĕн председателĕ:
- "Каçал тăрăхĕнче маттур хĕрарăмсем ĕçлеççĕ. Вĕсем ĕç коллективĕсене ертсе пыраççĕ, хăйсен ĕçĕпе тăрăшакансем те çитĕнỹсем тăваççĕ. Пĕр сăмахпа каласан, вĕсем ĕçре маттур, килте - ăшпиллĕ хĕрарăм, хисеплĕ мăшăр, юратнă анне, асанне. Конкурссене хутшăнса çитĕнỹ туни, республика шайĕнче ентешсен тăрăшулăхне палăртни вара уйрăмах хавхалантарать. Малашне вĕсен йышĕ ытларах пуласса шанатпăр. Маттур!"
А.ЕФРЕМОВА.
Источник: "Каçал Ен"