30 мая 2017 г.
Умра ачасемшĕн хаваслă та савăнăçлă тапхăр - çулла. Кану кунĕсем... Халĕ вĕсен пушă вăхăт чылай. Çавна май ачасене ытларах çул хĕррисемпе автоçулсем çинче, кỹлĕсемпе юханшывсем хĕрринче е тата спортпа кану площадкисенче тĕл пулатпăр. Ашшĕ-амăшĕн, паллах, вĕсене час-часах тимлесе тăма вăхăт "хĕсĕкрех". Аслисем, сире уйрăмах çак тапхăрта асăрхануллă пулма ыйтатпăр! Ачăрсемпе профилактика калаçăвĕсем ирттерĕр, хăрушсăрлăх правилисем çинчен каласа парăр. Вĕсене çул-йĕр правилисене те аса илтерсех тăмалла. Хĕвел çинче тата юханшыв хĕрринче каннă вăхăтра хăрушсăрлăх правилисене пăхăнмаллине ăнлантарăр. Ан манăр, ятарласа уйăрнă тата хатĕрленĕ вырăнта кăна шыва кĕме юрать. Лайăх ишме пĕлекен аслă çынсем сăнаса, пăхса тăрсан кăна ачасен шывра чăмпăлтатма ирĕк пур.
Урам та тирпейлĕхпе тимлĕхе юратать. Ăнсăртран инкек курмалла ан пултăр тесен ачасен палламан çынсемпе çамрăксен шавлă ушкăнĕсенчен пăрăнмалла, тĕттĕмччен çỹремелле мар. Çавăн пекех ачасен çын пурăнман вырăнсемпе юхăннă объектсен таврашĕнче те çỹреме юрамасть. Ют тата палламан çынсемпе автотранспорт çине ларни инкек патне илсе çитерме пултарать.
Паянхи кун эпир электро- тата газ приборĕсемпе усă курма хăнăхса çитрĕмĕр. Çавна май ачасене электроприборсемпе тĕрĕс усă курма вĕрентĕр, вĕсене йĕпе алăпа тытни инкек кăтартнине асăрхаттарăр. Тата тепĕр япала - палламан çынсене ачасен алăк уçма юрамасть. Вĕсем карас тата килти телефонсемпе те палламан çынсемпе ан калаçчăр.
Интернет... Вăл пĕр енчен ĕçе çăмăллатать, çав вăхăтрах, пĕлсе усă курмасан, сиен кỹме те пултарать. Унта темĕн те пур - иккĕленỹллĕ литература, "пăсăк" видеороликсем... Ашшĕ-амăшĕсем, ачăрсем мĕнпе интересленнине сăнасах тăрăр!
Кану лагерĕсенче те асăрхануллă пулни пачах та сиен кỹмĕ. Астăвăр, воспитательсене каламасăр территорирен тухса çỹрени ырăпа вĕçленмĕ.
Хисеплĕ ашшĕ-амăшĕсем, аслисем! Кану вырăнĕсемпе лагерьсенче администраци ĕçченĕсем хăйсене киревсĕр тытсан е киревсĕр ĕçсене пытарнине сисетĕр пулсан "02" телефонпа шăнкăравлама ан манăр.
Р.ЖУКОВА,
муниципалитетсем хушшинчи "Комсомольский" уйрăмĕн çул çитмен çамрăксемпе ĕçлекен пай инспекторĕ.
Источник: "Каçал Ен"