30 мая 2017 г.
Çу уйăхĕн 27-мĕшĕнче Чăваш патшалăх филармонийĕнче Пĕтĕм халăхсен кинофестивалĕ савăнăçлă лару-тăрура вĕçленнĕ.
Кинофестивалĕн чаплă парнине - "Анне" статуэткăна - чи паха кино ăстисем тивĕçнĕ. Чăваш Республикин Тав çырăвне "Семейные хлопоты" фильм режиссерне, Хусанти патшалăх культура институчĕн киноискусствин кафедра ертỹçине Алексей Барыкина парса чысланă. Патриотизм темине паха çутатса паракан театр тата кино ăсти, СССР халăх артисчĕ Мае-Гозель Аймедова тата Туркмен ССР халăх артисчĕ, режиссер, сценарист, жюри председателĕ Ходжакули Нарлиев Чăваш Республикин Пуçлăхĕн ятарлă парнине тивĕçнĕ.
Шупашкарти кинофестиваль Чăваш Енĕн культура пурнăçĕнче анлă çул-йĕр хăварчĕ.
Источник: "Каçал Ен"