АУ "Редакция Комсомольской райгазеты «Каçал ен» ("Кошелеевский край") Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Почтальонсем чунне парса ĕçлеççĕ

26 мая 2017 г.

 Пирĕн районта - почта çыхăнăвĕн 12 уйрăмĕ. Кашнийĕнчех тăрăшуллă, маттур, çынсемпе пĕр чĕлхе тупма пĕлекен хĕрарăмсем вăй хураççĕ. Ĕçĕ çăмăл мар, шалăвĕ пысăках мар пулин те, чунне парса ĕçлеççĕ вĕсем.

Акă, Хирти Сĕнтĕрти почта уйрăмĕнчи пилĕк çынран тăракан коллектив та хăйсен умне лартнă тĕллевсене пурнăçлас тесе куллен тимлет. Мария Петухова начальник ертсе пыракан, Марина Константинова (Хирти Ĕнел), Галина Петрова (Янкасси), Надежда Шербустанова (Нĕркеç) тата Лидия Журавлева (Çĕнĕ Кипеç, Тĕвенеш) почтальонсем ултă яла хаçат-журналпа тивĕçтереççĕ. Унсăр пуçне, куллен кирлĕ таварсем, периодика изданийĕсем те сутаççĕ. Ватăсенчен электроэнергипе газ укçине йышăнаççĕ, пенси укçи валеçеççĕ. Çанталăк мĕнле тăнине пăхмасăрах, кирек хăçан та ял çыннисемпе тĕл пулма васкаççĕ.

Халь вĕсемшĕн уйрăмах хĕрỹ вăхăт - 2017 çулăн иккĕмĕш çурринче илсе тăма хаçат-журнал çырăнтармалли тапхăр пырать. Çак тăрăхра пурăнакансем "Каçал ен", "Çамрăксен хаçачĕ", "Чăваш хĕрарăмĕ" хаçатсене юратса вуланине, шăпах çавсене ытларах çырăннине палăртаççĕ почтальонсем. Малашне те вĕсене паянхи пекех хастар пулма, кашни киле ырă хыпарсем илсе çитерме сунатпăр.

Л.ШУРЯШКИНА.

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика