26 мая 2017 г.
Çак кунсенче Шупашкар хулине тĕрлĕ вырăнсенчен килсе çитнĕ хĕрсемпе яшсем "Чи лайăх çамрăк пушарнăйсен команди" ята çĕнсе илессишĕн тупăшрĕç. Слета Комсомольски 1-мĕш вăтам шкулĕнче 10-мĕш класра ăс пухакан Д.Павлов, С.Гордеев, А.Иванов, И.Долгов, Д.Соловьева тата Н.Николаева вĕренекенсем хутшăнчĕç.
Çамрăк пушарнăйсен слетне Раççейри пушар обществи 125 çул çитнине халалланă. Кăçал вăл республикăра 27-мĕш хут иртрĕ. Районта мала тухнă харсăрсен тăхăр тĕрлĕ - интеллектуаллă тата спорт - тĕрĕслевĕ витĕр тухма тиврĕ. Вĕсен "Минотавр йăвине" шыраса тупса "асапланакана" тĕттĕм лабиринтран çăлма та тỹр килчĕ. Палăртмалла, ăмăртусем çивĕч те хĕрỹ, кăсăклă иртрĕç. Комсомольски яш-кĕрĕмĕ жюри членĕсене хăйсен пултарулăхĕпе тĕлĕнтерме пултарчĕ. Вĕренекенсем "Минотавр йăви" номинацире - 2-мĕш, "Пожарный спринт" номинацире вара 3-мĕш вырăнсене çĕнсе илме пултарчĕç.
П.РОДИОНОВ.
Источник: "Каçал Ен"