26 мая 2017 г.
Шкулпа сывпуллашнине систерсе кăçал шăнкăрав 11-мĕш класран вĕренсе тухакан 126 яшпа хĕршĕн, 9-мĕш класс пĕтерекен 279 шкул ачишĕн янăрарĕ.
Комсомольски 2-мĕш вăтам шкулĕнчи 11-мĕш класран кăçал 23 ача вĕренсе тухать. Вĕсене халалланă уяв питĕ хаваслă та савăнăçлă, çав вăхăтрах пăлхануллă иртрĕ.
Чи малтанах ачасене шкул директорĕ Евгений Савельев ăшшăн саламларĕ, чи маттур та пултаруллă вĕренекенсене Хисеп тата Тав хучĕсемпе чысларĕ, тĕрлĕ конкурссемпе мероприятисенче призерсен йышне лекнисене хушаматран палăртса хăварчĕ. Выпускниксене шкул пĕтернĕ ятпа класс ертỹçи Альбина Мухина саламларĕ.
- Умра яваплă тапхăр - экзаменсем. Ăнăçу сире, ачасем. Тăваш шкула ан манăр. Сирĕншĕн кунти алăксем яланах уçă, - терĕ Альбина Вячеславовна.
Шурă саппунсемпе хăюсем, тĕрлĕ тĕслĕ шарсем, илемлĕ чечексем, илĕртỹллĕ йăл кулă, çав хушăрах ашшĕ-амăшĕ тата выпускниксем вăрттăн шăлса илекен куççуль, вĕрентекенсен сывпуллашу сăмахĕсем, шкул вальсĕ... ĕмĕрлĕхех асра юлакан самантсем. Ĕнерхи вĕренекенсем паян пурнăçăн анлă çулĕ çине тухаççĕ. Хыçалта - ачалăх, шкул çулĕсем, вулама-çырма вĕренни. Малта - професси суйласа илме экзаменсене ăнăçлă тытасси. Мĕнех, юлашки шăнкăрав янăрарĕ, халĕ районти яшсемпе хĕрсене экзаменсенче ăнăçу сунатпăр!
Хырай Ĕнел вăтам шкулĕнче вĕренекенсем те çак кун линейкăна тăчĕç. Кунта 11-мĕш класс пĕтерекенсем çук, пухăннисем 9-мĕшсене саламларĕç. Юлашки шăнкăрава халалланă уява Валери Туркай поэт, "Искра" колхоз ертỹçи Александр Зайцев тата Александровка ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Любовь Полякова та хутшăнчĕç. Мероприятие шкул директорĕ Надежда Кузьмина салам сăмахĕсемпе уçрĕ. Вăл ачасене малашне те шкул чысне вараламасăр, учительсене манмасăр пурнăç çулĕпе ти-вĕçлĕн утма сунчĕ, чи маттур та пултаруллă вĕренекенсене Хисеп тата Тав хучĕсем парса чысларĕ. Акă часах юрă çемми илтĕнчĕ. Ăна пĕрремĕш класра ăс пухакансем шăрантарчĕç. Уява татах та илемлĕрех пулма вĕсен сăвви-ташши пулăшрĕ. Каярах выпускниксене сăмах пачĕç. Вĕсем пухăннисене хăйсен пултарулăхĕпе паллаштарчĕç. Тăхăр çул пĕр класра ăс пухнă çамрăксем алла ручка тытма вĕрентнĕ, пĕлỹ тĕнчипе паллаштарнă учительсене тав сăмахĕ каланă вăхăтра хăшĕсен куçĕсенче йăлтăркка куççуль тумламĕ палăрчĕ. Çапла, юлашки шăнкăрав, уйрăлу саманчĕ, кашнишĕн пăлхануллă тапхăр: вăл вĕренсе тухакансемшĕн çеç мар, вĕрентекенсемпе ашшĕ-амăшĕсемшĕн те савăнăçпа хумхану саманчĕ. Юлашкинчен тỹпене тĕрлĕ тĕслĕ шарсем вĕçрĕç, таврара юлашки шăнкăрав сасси ян! янăрарĕ.
А.ЕФРЕМОВА,
А.ИСАЕВА.
Источник: "Каçал Ен"