23 мая 2017 г.
Шурут вăтам шкулĕнче ĕçлекенсем ачасене кăмăл-сипет тĕлĕшĕнчен тĕрĕс аталантарас ĕçе пысăк тимлĕх уйăраççĕ. Çак тĕллевпе шкулта тăтăшах тĕрлĕрен тĕлпулусем ирттереççĕ. Ял хуçалăх ĕçченĕсем, сывлăх хуралĕнче вăй хуракансем, çар çыннисем, ỹнер ăстисем тата ытти нумай паллă çын пурнăçăн паха опычĕпе паллаштараççĕ, кирлĕ сĕнỹсем параççĕ, ачасене кăсăклантаракан ыйтусем çине хуравлаççĕ.
Иртнĕ эрнере йĕркеленĕ тĕлпулăва чăваш халăх поэчĕ Валери Туркай тата Мускав хулинче çурт-йĕр тăвас сферăра пысăк пуçлăхра ĕçлекен Владимир Михеев килессине пĕлсен пурте хĕпĕртерĕç. Вĕренекенсем ятарласа стена хаçачĕ кăларчĕç, поэт кĕнекисен, ачасен ал ăсталăх ĕçĕсен куравĕсене хатĕрлерĕç. Çамрăк артистсем сăвă-юрăпа савăнтарма шут тытрĕç.
Акă ĕнтĕ кĕтнĕ сехет çитрĕ. Сцена çинче паллă сăвăçăн чăн чăваш сăмахĕсене вĕри чунпа, çутă кăмăлпа, уçă саспа янраттаракан А.Пыркина, Н.Пыркина, А.Волкова, А.Тарасов, А.Ишуткин, Н.Пыркин вĕренекенсене хăнасем пысăка хурса хакларĕç. Уйрăмах пĕртăван Викторийăпа Вероника Ефремовасем юрлакан "Пĕчĕккĕ пуласчĕ" юрă куракансен чунне пырса тиврĕ.
Вĕренекенсем хăйсем хăнасене халалласа çырнă сăввисемпе те паллаштарчĕç. В.Туркай çак шкултан поэзин çĕнĕ çăлтăрĕсем тухасса пĕр иккĕленмесĕр ĕненнине пĕлтерчĕ, чăваш сăмахне, тĕнчине куç пек упрама сунчĕ. Вăл залри халăха çĕнĕ сăввисемпе паллаштарчĕ.
Ентешĕн В.А.Ильин вице-адмиралăн паттăр ĕçĕсене яр-уççăн çутатакан сăвви залра ларакансене тыткăнларĕ.
Шурут-Нурăс ялĕнче çуралса ỹснĕ Владимир Михеев тăван шкула вĕрентỹпе воспитани ĕçĕнче кирлĕ кĕнекесемпе савăнтарчĕ.
Л.ТАРАСОВА,
А.ЛУКИНА.
Источник: "Каçал Ен"