23 мая 2017 г.
Республикăри пенсионерсем хушшинчи йăлана кĕнĕ спорт спартакиади (спортивное долголетие) çулсерен иртет. Кăçалхи спартакиадăна лайăх, ăнăçлă ирттерес тесе районти пенсионерсем халех хатĕрленеççĕ. Унта çăмăл атлетика, шывра ишесси, сĕтел çи теннис тата ытти спорт вăййисем пулĕç. Спартакиадăра арçынсем 60 çултан, хĕрарăмсем 55 çултан иртнисем ăмăртма пултараççĕ. Çавăнпа ĕнтĕ майăн 27-мĕшĕнче "Кĕтне" ФСКра шывра ишессипе ăмăрту иртет. Çĕнтерỹçĕсем район чысне республика спартакиадинче хỹтĕлĕç. Спортпа туслă пенсионерсем çак ăмăртăва чыслăн хутшăнасса шанатпăр.
Ăмăрту "Кĕтне" ФСКра 10 сехетре пуçланать.
В.ПУНДЯКОВ,
спорт ветеранĕ.
Источник: "Каçал Ен"