23 мая 2017 г.
Майăн 22-мĕшĕнче Шупашкарта Чăваш Республикин Сывлăх сыхлавĕн, Вĕрентỹ тата çамрăксен политикин, Строительство, Физкультурăпа спорт министерствисен коллегийĕсен пĕрлехи ларăвĕ иртнĕ. Унта Раççей Федерацийĕн Президенчĕн 2012 çулхи майăн 7-мĕшĕнчи Указĕсенче палăртнă кăтартусене республикăра епле пурнăçланине пăхса тухса сỹтсе явнă. Малтанах Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев сăмах илнĕ. Вĕрентỹ тата çамрăксен политикин, сывлăх сыхлавĕн министрĕсем Юрий Исаевпа Владимир Викторов, физкультурăпа спорт министрĕн ĕçĕсене пурнăçлакан Эльвира Матренина кун йĕркинчи тĕп ыйтупа тухса калаçнă.
Чăваш Енри Контрольпе шут палатин председателĕ Светлана Аристова вĕсен служби тĕрĕслеме пуçласан тупса палăртакан тĕп самантсем çинче чарăнса тăнă. Асăннă ыйтусене пурте пĕрле сỹтсе явса пĕтĕмлетỹсем тунă.
(ХАМĂР ИНФ.).
Источник: "Каçал Ен"