19 мая 2017 г.
Майăн 19-20-мĕшĕсенче эрех-сăра ĕçнĕ хыççăн руль умне ларнă водительсене тупса палăртас енĕпе Комсомольски тата Елчĕк районĕсенче "Ỹсĕр водитель" рейд иртет.
Йĕрке çирĕп ыйтать, штрафсем ỹсеççĕ, водитель прависĕр юлаççĕ. Апла пулин те çакă та çынсене шиклентермест. Эрех ĕçнĕскерсем çав-çавах руль умне ларма пăрахмаççĕ, инкеке лекеççĕ. Çул çинче яланах тимлĕ пулăр, эрех ĕçрĕр пулсассăн çула ан тухăр.
Н.РАЙКОВ,
районти ГИБДД уйрăмĕн начальникĕ.
Источник: "Каçал Ен"