19 мая 2017 г.
"Кĕтне" ФСК территорийĕнче вырнаçнă стадиона кĕрес тесен халь унăн йĕри-тавра çаврăнмалла. Мĕншĕн чиркỹ патĕнчен çỹремелли алăка хупнă-ши?
ÇЫРУРАН.
Ыйту çине "Кĕтне" ФСК директорĕ Владимир Николаев хуравлать:
- ФСК территорине кĕрекен иккĕмĕш алăка РФ Шалти ĕçсен министерствин муниципалитетсем хушшинчи "Комсомольский" пайĕ апрелĕн 1-мĕшĕнче предписани тăратнă хыççăн питĕрсе илнĕ. Спорт комплексĕпе стадион çын нумай пухăнакан вырăнсем шутланаççĕ, çавна май саккун тăрăх çак объекта кĕрсе çỹреме пĕр алăк çеç пулмалла. Ку требовани халăх пурнăçĕпе сывлăхĕн хăрушсăрлăхĕн ыйтăвĕпе çыхăннă.
Источник: "Каçал Ен"