АУ "Редакция Комсомольской райгазеты «Каçал ен» ("Кошелеевский край") Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Юмах тĕнчинче

19 мая 2017 г.

 Юмах юпа тăрринче,

Хам урхамах çийĕнче.

(Ваттисен сăмахĕ).

Нумаях пулмасть "Асамат кĕперĕ" ача садĕнчи "Капитошка" ушкăнри ачасем "Тилĕпе мулкач" юмахпа кĕçĕн ушкăнри ачасем патĕнче пулчĕç.

Пĕчĕкскерсене çак юмахпа савăнтарас тесе нумай тăрăшрĕç аслăраххисем. Ку юмахра тилĕ хăйĕн çуртне пăртан, мулкач вара йывăçран тунă пулнă. Çуркунне çитсен тилĕ çурчĕ ирĕлет, вăл мулкач патне каять, пĕрле пурăнма ыйтать. Ырă кăмăллă мулкач тилĕ чееленнине ăнланмасăрах, унпа килĕшсе ăна хăйĕн патне пурăнма кĕртет.

Нумай та вăхăт иртмест, тилĕ мулкача çуртĕнчен хăваласа кăларать. Мĕскĕн мулкача темиçен пулăшма тăрăшаççĕ: йытăсем, кашкăр, упа, çапах та çавапа килнĕ автансăр пуçне никам та пулăшаймасть.

Юмах ырăпа вĕçленет. Автан тилле мулкач пỹртĕнчен хăваласа кăларать. Пĕчĕк куракансем питĕ тимлĕ итлерĕç, шăппăн пăхса ларчĕç.

Аслă ушкăнри ачасем юмаха маскăсем, костюмсем тăхăнса çав тери ĕненмелле выляса пачĕç. Çавăн пекех тилĕпе мулкач пỹрчĕсем те илемлĕ пулчĕç.

Юмах пурне те килĕшрĕ. Куракансене тилĕ рольне вылякан Варя Григорьева уйрăмах тĕлĕнтерчĕ.

Хăйсене шанса панă рольсене тăрăшса вылярĕç пĕчĕк артистсем.

В.НИКИФОРОВА,

воспитатель.

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика