АУ "Редакция Комсомольской райгазеты «Каçал ен» ("Кошелеевский край") Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Вĕренекенсем маттур

19 мая 2017 г.

 Кăçал Чăваш Енре - Амăшĕпе Ашшĕн çулталăкĕ. Çавна май çывăх çынсене халалланă мероприятисем, конкурссем, викторинăсем сахал мар йĕркелеççĕ.

Вĕсенчен пĕрне - Регионсем хушшинчи наукăпа тĕпчев тата пултарулăх ĕçĕсен "Кил ăшши" конкурсне шăпах март - апрель уйăхĕсенче ирттерчĕç. Асăннă конкурса Комсомольски 1-мĕш вăтам шкулĕнче ăс пухакансем те хутшăнма кăмăл турĕç.          1-мĕш класра вĕренекен Виктория Степанова (ертỹçи А.Артемьева) конкурс дипломанчĕ пулса тăчĕ. Унăн ĕçĕ - чи лайăххи. 3-мĕш "б" класра вĕренекен Элина Тумаланова (ертỹçи О.Матвеева) - конкурс призерĕ. Кĕçĕн классенче çеç пĕлỹ пухаççĕ пулин те, хĕрачасем чăннипех те маттуррине палăртса хăварас килет. Çакăн пек çитĕнỹсем малашне те пулччăр.

А.АРТЕМЬЕВА,

вĕрентекен.

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика