АУ "Редакция Комсомольской райгазеты «Каçал ен» ("Кошелеевский край") Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Пациентшăн медсестра - пирĕшти

19 мая 2017 г.

 Улми йывăççинчен аякка ỹкмест тесе ытахальтен каламан ватăсем. Янкасси ялĕнче пурăнакан Валентина Гурьяновна Миронова хăй те маттур, ачисем тата пултаруллăрах. Пурнăçра çапла пулмалла та, ун чухне кăна вăл илемлĕ те килĕшỹллĕ. Çĕре юратасси, ĕçченлĕх, тараватлăх ачисене амăшĕн кăкăр сĕчĕпех куçнă пулĕ. Тĕслĕх шыраса инçе каймăпăр. Кĕçĕн хĕрне, Гальăнах, илер. Вăл - медицина сестри. Кăмăла каякан професси çулĕпе маттурскер 26 çул утать. Ял çыннисемшĕн вăл - чи малтан пулăшу пама васкакан. Ахальтен мар Çĕнĕ Кипеçри фельдшерпа акушер пунктне çỹрекенсем ун пирки ыррине çеç калаççĕ.

- Хăйĕн ĕçне пĕлсе, вăхăтра пурнăçлакан хĕрарăм вăл. Галина Николаевна Кольцова пире яланах сиплеме тăрăшать, эмелпе çеç сиплемест, сăмахпа калани те чуна лăплантарать. Вăл вăр-вар ĕçлет: юн пусăмне виçет, укол тăвать, кирлех пулсассăн капельница та лартать. Пĕр-пĕр процедура медсестринчен те ирттерет вăл. Çĕнĕ Кипеçпе Тĕвенеш ялĕсенче пурăнакансем унăн ĕçĕпе çав тери кăмăллă, - тет ялти фельдшер пирки Галина Новикова староста.

Шур халатлă ĕçчен хăйне мухтанине юратмасть.

- Мĕн пĕчĕкрен медицина ĕçченĕ пулма ĕмĕтленнĕрен, хамăн ĕçе чунтан юрататăп. Кашни кунах тулли кăмăлпа ĕçе утатăп, пациентсене тивĕçлĕ пулăшу пама тăрăшатăп. Ялта пурăнакансем кăшт чирлесен кашнинчех район больницине кайса çỹреймеççĕ вĕт. Фельдшерпа акушер пунктне килеççĕ. Вĕсене сиплесси - манăн ĕç, - каласа парать Галина Николаевна.

Паянхи куна Çĕнĕ Кипеç тата Тĕвенеш ялĕсенче 285 çын пурăнать. Ачасем 31-ĕн, çулталăка çитмен пĕр пепке.

Асăннă тăрăхра ĕçчен 5 çул тăрăшать. Ĕçри пĕрремĕш утăмсене вăл Нĕркеçри медицина пунктĕнче тунă. 1991 çулта Канашри медицина училищинчен вĕренсе тухнă çамрăк специалиста направленипе тăван тăрăха ĕçлеме янă. Галина Герасимова, Валентина Карпова фельдшерсем ăна ĕçе хăнăхтарнă, пуян опытпа паллаштарнă. Нĕркеçре вăл 22 çул тăрăшнă. Кашни кунах 5-6 çухрăм çуран утмалли те хăратман ăна. Çил-тăман-и, çумăр çунă-и - вăл яланах ĕçе вăхăтра çитнĕ. Паян та ĕçчен ирех çула тухать, кỹршĕ яла çитме васкать. Хирти Сĕнтĕрте пурăнаканскершĕн çула çуран тухасси ирхине физзарядка тунипе тан çеç.

- Кашни кунах хăнăхнă çулпа утатăн та, ĕçе çитнине те сисместĕн. Çуран утни организмшăн та çав тери усăллă, - тет Галина Николаевна.

- Эсир мĕншĕн çак профессие суйласа илнĕ? - кăсăклантăм шур халатлă ĕçченрен.

- Пĕчĕк чухне маншăн шур халатлă ĕçчен çав тери хисеплĕ çын пек туйăнатчĕ. Чирлесен вăл сыватать, пулăшать. Атте, Николай Федорович, час-часах чирлетчĕ. "Хĕрĕм, мана сиплекен пулăн, медицина ĕçченне вĕрен", - тетчĕ тăтăшах. Унăн сăмахне ăша хыврăм. Кукка та, Фома Семенович Логинов, медицина ĕçченĕ пулма хавхалантарчĕ. Вăл ĕмĕрĕпех фельдшерта вăй хунă, Нĕркеç ялĕнче ĕçленĕрен ун патĕнче час-часах пулаттăм, çынсене епле сыватнипе кăсăкланаттăм. Вĕсем тăрăшнипех эпĕ паян - шур халатлă ĕçчен, - каласа парать медсестра.

Галинăпа Вячеслав Кольцовсем 3 ывăла пурнăç парнеленĕ. Асли мăшăрланнă, вăтамми - Чăваш ял хуçалăх академийĕн студенчĕ, кĕçĕнни Нĕркеç вăтам шкулĕнче пĕлỹ пухать. Çемьере туслăх, ăнланулăх, юрату, типтерлĕх, ыркăмăллăх, сывă пурнăç йĕрки хуçаланаççĕ. Пурте ĕçчен, яваплă, тỹрĕ кăмăллă, самант та ахаль лармаççĕ.

Килти чи ватă çын Анастасия Кольцова, 85 çул тултарать пулин те, алă усса лармасть, хуçалăхра тăрăшать. Вăл - хисеплĕ анне, хуняма, асанне, кукамай. "Ĕçлемелле, ỹркенмелле мар, вара пурнăçа ăнтаратăн", - палăртать кил хуçи хĕрарăмĕ. Кольцовсем ватă çын сăмахне ăша хывса пурăнаççĕ. Ахальтен мар вĕсене хисеплеççĕ, ырă кăмăллă пулнишĕн мухтаççĕ.

А.ЕФРЕМОВА.

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика