19 мая 2017 г.
Çу уйăхĕн 15-24-мĕшĕсенче Чăваш Енре СПИДран вилнĕ çынсене асăнмалли пĕтĕм тĕнчери куна халалласа декада ирттерĕç. Чăваш Республикин Сывлăх сыхлавĕн министерстви пĕлтернĕ тăрăх, çак тапхăрта ВИЧ пуррипе çуккине тĕрĕслеме май пур. Республикăри СПИДпа кĕрешмелли тата профилактика центрĕнче вара 8 сехетрен пуçласа 16 сехетчен сывлăха тĕрĕслеме май пур. Ку - тỹлевсĕр, кирлĕ пулсан ят-шыва та кă- тартмаççĕ.
Кунсăр пуçне çу уйăхĕн 15-мĕшĕнче Шупашкарти медицина колледжĕнче "Стоп ВИЧ-СПИД" акци иртнĕ. Çу уйăхĕн 21-мĕшĕнче вара 11 сехетре Лакрей вăрманĕнче анонимлă майпа анкетировани витĕр тухма пулать, ыйтусем пама та май пулĕ.
Ака уйăхĕн 30-мĕшĕ тĕлне республикăра 2362 çын ВИЧ-инфекциллĕ шутланать. Вĕсенчен 64-шĕ вилнĕ.
Источник: "Каçал Ен"