19 мая 2017 г.
Кăçал Чăваш Енре "Халăх инвентаризацийĕ" акци йĕркеленĕ. Ăна усă курман, авариллĕ куçман пурлăх объекчĕсене тупса палăртас тĕллевпе ирттереççĕ.
Çак тĕллеве пурнăçлама районта ĕçлĕ ушкăнсем йĕркеленĕ. Вĕсем тĕрĕслев ирттернĕ хыççăн район территорийĕнчи куçман 25 объекта "Усă курман куçман пурлăх" тата "Налук çаврăнăшне кĕртмен куçман пурлăх объекчĕсем" йышне кĕртнĕ. Вĕсем пурте "Халăх инвентаризацийĕ" информаци базинче.
Район администрацийĕн экономика, пурлăх тата çĕр хутшăнăвĕсен пайĕ районта пурăнакансене куçман пурлăха харпăрлăха куçарассипе тимлĕ пулма, çак ĕçе вăхăтра пурнăçлама ыйтать.
Ял тăрăхĕсенче усă курман, юрăхсăра тухнă, авариллĕ куçман пурлăх объекчĕсем çинчен калакан информацие экономика, пурлăх тата çĕр хутшăнăвĕсен пайне е çак адреспа пĕлтермелле: 429140, Комсомольски ялĕ, Завод урамĕ, 57-мĕш çурт, 3-мĕш хут, 55, 56-мĕш пỹлĕмсем. Телефонсем: 8(83539) 5-15-67, 5-14-76 e komsml@cap.ru электрон адрес çине пĕлтерĕр.
Источник: "Каçал Ен"