19 мая 2017 г.
Ачасем çуллахи каникула кайиччен икĕ эрнене яхăн кăна юлчĕ. Кану кунĕсем усăллă та пăтăрмахсăр иртчĕр тесен мĕн пĕлмелле-ха тата мĕн тумалла?
Шăпах çỹлерех асăннă ыйтусене сỹтсе явас тĕллевпе çак кунсенче муниципалитетсем хушшинчи "Комсомольский" уйрăмĕ çумĕнчи обществăлла канаш председателĕ Мария Илларионова Комсомольски 1-мĕш вăтам шкулĕн 10-мĕш класĕнче пĕлỹ пухакансемпе тĕл пулчĕ. Вĕсене çул çинче, вăрманта, çыран хĕрринче тимлĕ пулмаллине, хăрушсăрлăх правилисене çирĕп пăхăнмаллине тĕплĕн ăнлантарса пачĕ. Ача-пăча çанталăк ăшăтсанах шыва кĕме васкать, вăрмана çырла-кăмпана е канма çỹрет.
Çул çинче инкек курассинчен те асăрханмалла, çуран е велосипедпа тухсан çул-йĕр хăрушсăрлăхĕн йĕркисене пăхăнмалла. Ачасен пушар хăрушсăрлăхĕн правилисене те пĕлмелле. Аслăраххисен кĕçĕннисемпе тимлĕ пулмалла.
Çавăнпа та çуллахи каникул вăхăтĕнче ачасем сывлăха çирĕплетме пултарччăр, тавракурăмне анлăлатчăр.
(ХАМĂР ИНФ.).
Источник: "Каçал Ен"