19 мая 2017 г.
Районти пĕтĕмĕшле пĕлỹ паракан тĕп тата вăтам шкулсем кăçалхи "Зарница" тата "Орленок" çарпа спорт вăййисене хастар хутшăнчĕç. Тĕрлĕ енлĕ ăмăртса çамрăк армеецсем ăс-тăн çивĕч-лĕхне, хăвăртлăха тĕрĕслерĕç, яваплăха хăнăхрĕç, тĕрлĕ конкурссенче тата ăмăртусенче тупăшрĕç. Майăн 17-мĕшĕнче çарпа спорт вăййисене пĕтĕмлетрĕç.
"Орленок" ушкăнра Комсомольски 2-мĕш вăтам шкулĕн каччисемпе хĕрĕсем - чи маттуррисем. Вĕсем - пĕрремĕшсем. Çĕнĕ Мăрат вăтам шкулĕн команди иккĕмĕш вырăна тивĕçрĕ. Аслă Чурачăксем вăйăра виççĕмĕшсем пулчĕç.
Тĕп шкулсем хушшинчи "Зарница" вăйăра Александровка шкулĕн команди тепĕр хутчен ыттисенчен ăстарах та хăюллăрах пулнине çирĕплетсе пачĕ. Кăçалхи вăйăра та вĕсене çитекен пулмарĕ. Вĕренекенсем вăйăсене çав тери тĕплĕн хатĕрленнĕ. Кунта вара уйрăмах физкультура учителĕн Татьяна Волкован пысăк тỹпине палăртса хăвармасăр май та çук. Хирти Явăш тĕп шкулĕн ачисем - иккĕмĕш, Тăманлă Выçлисем виççĕмĕш вырăнсене йышăнчĕç.
Виçĕ куна пынă вăйăсем çамрăксемшĕн усăллă, пурнăçра кирлĕ пуласса никам та иккĕленмест. Пĕр-пĕрне пулăшса тĕрлĕ чăрмавсене çĕнтерни, палаткăсенче пурăнни, çĕрле вучах умĕнче ларни чылайлăха асра юлать.
"Зарница" тата "Орленок" вăййисем вĕçленчĕç, 10-мĕш классенче пĕлỹ пухакан арçын ачасем вара виçĕ куна тăсăлакан çар сборне пухăнчĕç. Вĕсем те тĕрлĕ тупăшусенче вăй виçĕç, йывăрлăхсене çĕнтерме хăнăхĕç. Пулас салтаксен çирĕп вăй-халлă, патвар та маттур пулмалла.
А.ЕФРЕМОВА.
Источник: "Каçал Ен"