19 мая 2017 г.
Майăн 16-мĕшĕнче Хусанта Раççей Федерацийĕн Хăрушсăрлăх Канашĕн Секретарĕ Николай Патрушев тата Раççей Федерацийĕн Атăлçи федераци округĕнчи полномочиллĕ представителĕ Михаил Бабич асăннă тăрăха кĕрекен субъектсен ертỹçисемпе ĕçлĕ канашлу ирттернĕ. Кун йĕркинчи ыйтусем - терроризма тата экстремизма хирĕç кĕрешесси, саккунсăр майпа миграциленни. Михаил Бабич канашлура регионсенче экстремизма тата терроризма хирĕç кĕрешессипе анлă профилактика ĕçĕсем пулса пынине палăртнă. Ятарлă ĕçсен алгоритмне те çирĕп йĕркепе йышăнса хăварнине пĕлтернĕ.
"2014-2017-мĕш çулсенче Атăлçи федераци окургĕнчи регионсенче сирпĕтсе ямалли хатĕрсемпе çынсене вĕлернĕ пĕр тĕслĕх те пулман. Мĕнпур инкекрен сыхланса юлмалли тĕп мел - халăхпа профилактика ĕçĕсем ытларах ирттересси. Кирек епле хыпара та вăхăтра пĕлмелле, инкек пуласран асăрханмалла. Чи пысăк пĕлтерĕшлисенчен пĕри - çĕршывра тĕнче шайĕнчи тĕрлĕ спорт, культура, обществăлла политика мероприятийĕсене ирттернĕ чухне хăрушсăрлăх правилисене тĕпе хурасси", - палăртнă Михаил Бабич.
Николай Патрушев тĕрлĕ ведомствăсем хушшинче çыхăнусене анлăрах сармаллине, ятарлă механизма пăхăнса пымаллине, мероприятисен тухăçлăхне ỹстермеллине çирĕппĕн асăрхаттарнă.
Канашлăва пухăннисем ытти çивĕч ыйтусене те тĕплĕн пăхса тухнă, кашнинпех тивĕçлĕ мерăсем йышăнса хăварнă.
Источник: "Каçал Ен"