19 мая 2017 г.
Юнкун, майăн 17-мĕшĕнче, республикипех Пĕрлехи информаци кунĕ иртрĕ. Тĕлпулусен тĕп темисем çаксем пулчĕç: çуллахи каникул вăхăтĕнче Чăваш Республикинче çамрăксемпе ачасен ĕçпе канăвне йĕркелесси, 2017 çулхи çурхи-çуллахи тапхăрсенче пушар хăрушсăрлăхĕпе тивĕçтересси, çурхи ака-суха ĕçĕсем епле иртсе пынипе паллаштарасси.
Тури Тимĕрчкасси çыннисемпе куçа-куçăн сĕт хакĕ çинчен калаçма Чăваш Республикин çутçанталăк ресурсĕсен, экологи министрĕн çумĕ Александр Ефремов, район администрацийĕн тата Тукай ял поселенийĕн пуçлăхĕсем Алексей Самаркинпа Ольга Андреева, ял хуçалăхпа экологи пайĕн, ветстанци начальникĕсем Вячеслав Никифоровпа Сергей Васильев ирех çитрĕç. Вĕсем пирваях Дзержинский урамĕнче пурăнакан сĕт паракансемпе тĕл пулчĕç. Ку ялта 100 яхăн ĕне усраççĕ, хăшĕ-пĕрисем 2-3 пуç та тытаççĕ. Ирсерен ик-виçĕ е ытларах витре-бидон йăтса тухакан йышлă. Хальхи вăхăтра сĕтĕн пĕр литрне 17 тенкĕпе туянаççĕ-мĕн. Çакă ял çыннисене тивĕçтерсе çитермест паллах, мĕншĕн тесен утă-улăм хатĕрлеме, выльăх-чĕрлĕхе пăхма нумай вăй-хал ямалла. Сĕт пуçтараканĕсем пĕрре çеç мар, çавăнпа вĕсем хушшинче тепĕр чухне конкуренци те пулса каять. Çапах вĕсем чĕртавар хакне ỹстересшĕн мар, калаçса татăлса пĕчĕк енне чакарни палăрчĕ калаçуран. Район ертỹлĕхĕ, ял хуçалăх пайĕ, "Луч" ЯХПК çак лару-тăрура ял çыннисене май пур таран пулăшаççĕ.
Информушкăн "Рассвет" ял хуçалăх производство кооперативăн ĕç-хĕлĕпе те паллашрĕ. Чи малтанах хуçалăх ертỹçипе Михаил Афанасьевпа пĕрле хире çитсе курчĕç. Унта шăпах çĕрулми лартатчĕç. "Иккĕмĕш çăкăра" вĕсем яланхи пекех çĕнĕ технологисене пăхăнса, имçамласа лартаççĕ. Ертỹçĕсем çĕрулми мĕнле хупланса пынине те, мĕнле тарăнăша выртса юлнине те тĕрĕслерĕç. Ĕçе чăнах та пĕлсе пурнăçланине, çĕр нỹрĕкĕ çителĕклине палăртрĕç. Çĕрулми ани çинчен тухсан ĕçлĕ ушкăн хуçалăхăн сĕт-çу ферминче те пулса курчĕ, Михаил Романовичпа пĕрле 400 ĕне вырнаçмалăх çĕнĕ ферма тăвассине сỹтсе яврĕç.
"Чувашагролизинг" акционер обществин генеральнăй директорĕ Эдуард Александров тата район администрацийĕн пуçлăхĕн çумĕ - экономика, пурлăх тата çĕр хутшăнăвĕсен пайĕн начальникĕ Светлана Ульдина, Шурут ял поселенийĕн пуçлăхĕ Сергей Маштанов тата районти пушар асăрхавĕн патшалăх инспекторĕ Иван Чаркин вара çав кун Шурут-Нурăс ялĕнчи халăхпа тĕл пулнă. "Урожай" колхоз председателĕ Алексей Ершов каланă тăрăх, кунти килти хушма хуçалăхсенчи сĕте пуçтарассине чылай çул каяллах йĕркелесе янă. Чĕртавар хакĕ унăн пахалăхĕ мĕнле пулнинчен, çу хисепĕнчен килет. Çакна пĕлме çынсенчен туянакан сĕте тăтăшах лабораторире тĕрĕслеççĕ. Паянхи куна кунти вăтам хак - 19 тенкĕрен пуçласа 23 тенкĕ таран.
Малалла информушкăн пайташĕсем "Урожай" тата "Победа" хуçалăхсенче çураки ĕçĕсене епле йĕркеленипе паллашнă. Çĕр ĕçченĕсем ĕçсене çывăх вăхăтра вĕçлес тĕллевпе кашни самантпа усă кураççĕ.
Çынсемпе тĕл пулнă май хăнасем Шурут ял тăрăхĕнче пурăнакансемпе Пĕрлехи информаци кунĕн ыйтăвĕсемпе калаçнă, ыйтусем çине хуравланă. Çавăн пекех пушар хăрушлăхĕнчен тата пахалăхсăр алкогольпе, спиртлă шĕвексемпе наркăмăшланасран сыхланма чĕнсе каланă.
Л.ШУРЯШКИНА.
Источник: "Каçал Ен"