16 мая 2017 г.
Республикипе тăватă районта мăйракаллă шултра выльăх лейкозпа чирлени паллă. Пĕтĕмпе - 14 вучах: Пăрачкав тата Комсомольски, Улатăр, Хĕрлĕ Чутай районĕсенчи хуçалăхсенче. Пăрачкав районĕнче 10 хуçалăх таран çак амакран шар курать. Çакнашкал ỹкерчĕк кăçалхи пуш уйăхĕн пĕрремĕшĕ тĕлне пулнă. Çапах та çак кăтартусенех илес терĕм, мĕншĕн тесен лейкозран çакнашкал кĕске вăхăтра хăтăлаймăн.
Çак чире çĕнтерейменнин сăлтавĕсенчен пĕри явапсăрлăх тата тимсĕрлĕх теме те юрать. Ял çыннисем пирки калатăп-ха. Акă, пĕлтĕр Россельхознадзор инспекторĕсем Хĕрлĕ Чутай районĕнчи Чĕр-чунсен чирĕсемпе кĕрешекен станцие тĕрĕсленĕ чухне çакнашкал йĕркесĕрлĕх тупса палăртнă. Çулсерен ирттерекен тĕпчевсем Сĕренкассинчи пĕр хуçалăхри ĕне лейкозпа чирлине палăртаççĕ. Çакăн çинчен ветеринари специалисчĕсем хуçине çийĕнчех пĕлтереççĕ. Йĕрке тăрăх чирлĕ выльăха сыввисенчен уйăрмалла та, тепĕр хутчен анализ памалла. Çапла иккĕмĕш хутĕнче те выльăх чирли çирĕпленнĕ.
Анчах, хуçи тепĕртакранах чирлине пĕлсех ĕнине сутса ярать. Сутакан та, туянакан та ветеринари докуменчĕсем пирки сăмах тапратман. Чире сарăлма хамăрах çул уçни мар-и-ха ку? Шел те, кунашкалли пĕртен-пĕр тĕслĕх кăна мар.
Чирлĕ ĕнен сĕчĕ вар-хырăма пăсма пултарасси пирки пурте пĕлетпĕр ĕнтĕ. Кунашкал сĕте тĕп тума сĕнеççĕ специалистсем. Анчах та тĕрĕслевсем сĕт тирпейлекен предприятисем (çавăн пекех сĕт йышăнакан пунктсем) лейкоз тупса палăртнă хуçалăхран сĕт йышăннă тĕслĕхсене тăрă шыв çине кăларнă. Халăхран сĕте Ветеринари свидетельствисĕрех пуçтарни те час-часах тĕл пулать.
Россельхознадзор çулсерен продукцин пахалăхне тата хăрушсăрлăхне палăртас тĕллевпе ятарласа ирттерекен тĕпчевсем сĕт-çура сиенлĕ япаласем тупса палăртнинчен тĕлĕнме кирлех-ши вара?
Ку мур тĕлĕшпе лару-тăру каплах пулсан, специалистсем каланă тăрăх, республикăна лейкоз енĕпе ăнăçсăр регион шутне кĕртме пултараççĕ. (Каласа хăварам: Раççей Ял хуçалăх министерствин 2015 çулхи декабрĕн 14-мĕшĕнчи "Об утверждении Ветеринарных правил проведения регионализации территории Российской Федерации" 635-мĕш хушăвĕпе килĕшỹллĕн Раççей территорине лейкоз енĕпе ăнăçсăр регионсем çине пайлас ĕç 2018 çулхи кăрлач уйăхĕн 1-мĕшĕччен тăсăлĕ). Çакăн хыççăн чĕр-чунсене тата продукцие республикăран илсе каяс енĕпе чарусем вăя кĕресси куç кĕрет.
Чирлĕ выльăх ашĕнче тата сĕтĕнче çыншăн сиенлĕ япаласем пуррине асра тытма сĕнеççĕ специалистсем. Сывлăхăра сиен кỹресрен сыхланăр!
Н.ВАСИЛЬЕВА,
Россельхознадзорăн республикăри тата Ульяновск облаçĕнчи управленийĕн ĕçченĕ.
Источник: "Каçал Ен"