16 мая 2017 г.
"Каçал ен" хаçатăн апрелĕн 11-мĕшĕнче тухнă номерĕнче "Хурал тăратмалла-ши?" статья пичетленнĕччĕ. Çутçанталăка упрас тĕлĕшпе кăларнă саккунсене Урмаел ял тăрăхĕнче епле пăхăннине прокуратура тĕрĕслени унта çырса кăтартни тĕрĕс пулнине, йăлари каяшсене тирпейлессине кирлĕ шайра йĕркелеменнине çирĕплетсе пачĕ. Çакă ял поселенийĕн администрацийĕ йăлари çỹп-çапа пухассине, упрассине, турттарса тухассине саккунсем ыйтнă пек туса пыманнинчен килет.
Тĕрĕслев хыççăн Урмаел ял тăрăхĕн пуçлăхне саккуна пăснисене пĕтерме прокурор кăтартăвĕ (представлени) панă. Çакăн хыççăн кăна лав вырăнтан тапранчĕ, хальхи вăхăтра хăй тĕллĕн пулса кайнă свалкăна тирпейлес, çỹп-çапа турттарас ĕç пырать.
Йăлари тата производствăри каяшсене тирпейлес енĕпе саккунсене пăснă тĕслĕхсене тĕл пулсан район çыннисене "хĕрỹ лини" телефонĕпе шăнкăравлама ыйтатпăр. Унăн номерĕ - 5-15-31. Хамăр тавралăх тирпейлĕхĕшĕн пурте пĕрле тăрăшасчĕ.
В.НИКОЛАЕВ,
район прокурорĕ, юстицин аслă советникĕ.
Источник: "Каçал Ен"