16 мая 2017 г.
Аслă Çĕнтерỹ кунĕ умĕн "Асамат кĕперĕ" ача садĕнче "Тебе, великая победа! Тебе, великая страна!" фестиваль виççĕмĕш хутчен районти 4-7 çулсенчи чи пултаруллă ачасене пуçтарчĕ. Фестиваль пĕлтерĕшĕ вара кашни çулах çĕкленет, унта хутшăнакансен йышĕ те ỹсет, ачасемпе воспитательсем конкурса тĕплĕнрех те хатĕрленеççĕ.
Кăçалхи конкурса шкул çулне çитменнисене пĕлỹ паракан районти 18 учреждени хутшăнчĕ. Вĕсем вокалпа, хореографипе, театр пултарулăхĕпе, хорта юрлассипе, сăвă калассипе номерсем хатĕрленĕ. Ачасем Аслă Отечественнăй вăрçă пирки пĕтĕмпех ăнланса пĕтереймеççĕ пулсан та, жюри, куракан патне Çĕнтерỹ савăнăçне, вăрçă тискерлĕхне илсе çитерме пултарчĕç. Пĕчĕк ачасем вăрçă темипе çырнă сăвăсемпе юрăсене мĕнле кăмăл-туйăмпа калани-юрлани чуна пырса тиврĕ, нумайăшĕн куçĕсем те шывланчĕç. Пепкесем вара сцена çинче хăйсене чăн-чăн артистсем пекех тыткаларĕç.
Кашни номер хăйне майлă лайăх пулнăран çĕнтерỹçĕсене палăртма жюрие йывăр пулчĕ. "Вокал" номинацире Аслă Чурачăк вăтам шкулĕ çумĕнчи ача садне çỹрекен Сергей Лукиянова çитекенни пулмарĕ. "Пучах" ача сачĕн воспитанникĕсем - иккĕмĕш, Амалия Веселова ("Радуга" ача сачĕ), Аделина Долгова (Хирти Явăш тĕп шкулĕ çумĕнчи ача сачĕ) виççĕмĕш пулчĕç. "Хореографи" номинацире "Пучах", "Асамат кĕперĕ", "Пилеш" ача сачĕсен ташă ушкăнĕсем - чи лайăххисем. "Театр пултарулăхĕ" номинацире "Пилеш", "Асамат кĕперĕ", "Пучах" ача сачĕсене çỹрекенсем - чи маттуррисем.
Хирти Явăш тĕп шкулĕ çумĕнчи ача сачĕн шăпăрланĕсем хорта юрлассипе - чи лайăххисем. Дарья Прохорова ("Асамат кĕперĕ", "Пучах" ача сачĕн воспитанникĕсем - иккĕмĕшпе виççĕмĕш вырăнта.
Ачасем вăрçă темипе сăвăсем калани вара уйрăмах чуна пырса тиврĕ. Дарья Прохорова, Регина Григорьева, Мария Афанасьева, Калерия Самукова вуланă сăвăсене жюри членĕсем чи лайăххисем тесе палăртса хăварчĕç.
Кăçал йĕркеленĕ фестиваль-конкурсăн чи лайăх номерĕсемпе районти культура çуртĕнче уяв программи те хатĕрлерĕç. Мала тухнă ачасем хăйсен номерĕсемпе куракансене тĕлĕнтерчĕç. Залра ларакансем тăвăллăн алă çупни вĕсене хавхалантарчех. Унпа пĕрлех пĕчĕккисем Çĕнтерỹ кунĕнчи концертран та айккинче юлмарĕç. Чи лайăх номерсене сцена çине кăларчĕç.
Çитĕнекен ăрура - пирĕн пуласлăх. Апла пулсассăн ачасене пĕрлехи уявсене явăçтармаллах. Вĕсене пĕлỹ паракан педагогсем вара чăннипех маттур. Номерсене хатĕрленипе пĕрлех, ачасем валли хитре тумсем çĕлеттерме май тупнă.
Çакăн евĕр мероприятисем ирттерни воспитательсене шкул çулне çитмен ачасене воспитани парас ĕçре тухăçлă, малашне тата та лайăхрах ĕçлеме хавхалантарать.
Г.МОЛОКОВА.
Источник: "Каçал Ен"