16 мая 2017 г.
2014 çулта Раççее хирĕç санкцисем çирĕплетнĕ хыççăн çĕршывра банк тытăмĕн ĕç-хĕлне тулаш вăйсен ирĕкĕнчен кăларас ыйту уйрăмах çивĕчленчĕ.
Раççей Федерацийĕн Президенчĕн Владимир Путинăн хушăвĕпе 2014 çулхи утă уйăхĕн 23-мĕшĕнче тỹлев карттисен наци тытăмне туса хунă. 2015 çулхи раштав уйăхĕнче "МИР" наци тỹлев карттине кăларма пуçланă. Патшалăхăн анлă çак проекчĕн тĕллевĕ - Раççейре тỹлев ĕç-хĕлне хамăр çĕршывра хатĕрленĕ технологисен никĕсĕ çинче туса пырасси.
"МИР" карттăпа Раççей Федерацийĕнче пур çĕрте те усă курма пулать. Кунсăр пуçне çитес вăхăтра Беларуçпа, Казахстанпа, Абхазипе, Арменипе, Вăтам Азири ытти çĕршывпа пĕрлехи тỹлев тытăмне туса хурасси пирки калаçаççĕ. Çавăн пекех ку проекта Вьетнам, Египет, Иран, Турци, Таиланд хутшăнма хатĕррине систереççĕ.
Кăçалхи ака уйăхĕн 25-мĕшĕ тĕлне тỹлев карттисен наци тытăмĕнче 351 банк регистрациленнĕ, 5 миллион карттă кăларнă, вĕсене 171 пин ытла банкомат тата 1,7 миллион POS-терминал йышăнать. Раççейри пысăк банксем пурте "МИР" карттăна кăларма тата тытса тăма хатĕррине пĕлтереççĕ.
Федерацин 2017 çулхи çу уйăхĕн 1-мĕшĕнчи саккунĕ бюджет ĕçченĕсен шалăвне тата пенсионерсен тỹлевĕсене "МИР" банк картти çине куçарма тытăнмалли вăхăта палăртнă. Бюджет тытăмĕнче тăрăшакансене (пĕрремĕш хут карттă илекенсене) 2017 çулхи утă уйăхĕн 1-мĕшĕнчен çав карттăна пама пуçламалла, ытти банксен тỹлев тытăмĕсен картти пуррисене 2018 çулхи утă уйăхĕн 1-мĕшĕччен, пенсионерсене 2020 çулхи утă уйăхĕнчен çак тытăм çине куçарса пĕтермелле. Саккун çавăн пекех çулталăкра 40 миллион тенкĕ ытла тупăш илекен сутуçăсене кăçалхи юпа уйăхĕн 1-мĕшĕнчен "МИР" карттăна йышăнмашкăн майсем туса пама хушать.
ЧР Финанс министерствинче пĕлтернĕ тăрăх - ведомство тата Раççей Федерацийĕн Тĕп банкĕн Атăл-Вятка тĕп управленийĕн Чăваш Республикин уйрăмĕ - Наци банкĕ пĕрле республикăри учрежденисене "МИР" карттă çине куçмалли тата шалу проекчĕсемпе ĕçлекен банксемпе тачă çыхăну йĕркелемелли çинчен асăрхаттарса çыру янă.
("ХЫПАР").
Источник: "Каçал Ен"