16 мая 2017 г.
Майăн 15-мĕшĕнче Комсомольски вăрманĕ çумĕнче çамрăк армеецсен "Зарница" тата "Орленок" çарпа спорт вăййисене савăнăçлă лару-тăрура уçрĕç. Пирĕн районта вĕсем 49-мĕш хут иртеççĕ.
Чи малтанах çамрăк армеецсене район администрацийĕн пуçлăхĕ Алексей Самаркин саламларĕ, çитĕнỹсем тума ăнăçу сунчĕ. Пĕлтĕр çĕнтерỹçĕсен ятне тивĕçнĕ Хырай Ĕнел вăтам тата Александровка тĕп шкулĕсен командирĕсем "Зарница" тата "Орленок" çарпа спорт вăййисен ялавне çĕклерĕç. Сăмах май каласассăн, асăннă шкулсем районти ăмăртура яланах малти вырăнсене йышăнаççĕ. Физкультура учителĕ Валерий Волков пĕлтернĕ тăрăх, Александровкăсем 1989 çултанпах çĕнтерĕве алăран вĕçертмеççĕ. Чăннипех те маттур. "Зарница" тата "Орленок" çарпа спорт вăййисен республика шайĕнчи ăмăртăвĕнче те Александровка тĕп шкулĕн команди малтисен йышĕнче. Пĕлтĕр вĕсем 26 команда хушшинче 6-мĕш вырăна тивĕçнĕ. Район администрацийĕн вĕренỹ пайĕн начальникĕ Надежда Петрова çамрăк армеецсен вăййисене çулсерен çанталăк условийĕсене пăхмасăрах ирттернине, çакă районта ырă йăла пулса тăнине палăртрĕ, малашне те çакăн йышши вăйăсене йĕркелеме шантарчĕ. Çавăн пекех Чăваш Республикин çар комиссариачĕн Комсомольскипе Елчĕк районĕсенчи уйрăмĕн начальникĕ Сергей Данилов çамрăк армеецсене ăнăçлă старт сунчĕ.
Тĕрлĕ çар формине тăхăннă ачасем пухăннисем умĕнче стройпа утса хăйсен маттурлăхне çирĕплетрĕç. "Пограничниксен юрри", "Катюша" тата ытти юрăсем таврара мăнаçлăн янăрарĕç. Çамрăк армеецсем кĕлеткисене тỹрĕ тытнипе, пĕр харăссăн, çирĕппĕн утнипе куракансене тыткăнларĕç. Командирсем хушшинче хĕрачасем те пуррине асăрхамасăр хăварма çук. Вĕсем хăйсем арçын ачасенчен пĕр енĕпе те кая юлманнине тепĕр хут çи-рĕплетсе пачĕç.
Кăнтăрла хыççăн конкурссем пуçланчĕç. Унта çамрăк армеецсен хăйсен пултарулăхне пур енлĕн кăтартса ăсталăхпа çивĕчлĕх тĕрĕслевĕ витĕр тухмалла пулĕ. Вăйăсем майăн 17-мĕшĕнче вĕçленеççĕ. Ун хыççăн, 17-19-мĕшĕсенче, 10-мĕш классенчи арçын ачасен çар сборĕсем иртеççĕ.
А.ЕФРЕМОВА.
Источник: "Каçал Ен"